Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Нурлат (Нурлатский)

Вăрман касмалли вăрттăнлăхсене нурлатсенчен ыйтмалла

Нурлат вăрман касаканӗсем «Лесоруб-2018» чемпионатра иккӗмӗш тухнă.

Июнӗн 15-16-мӗшӗсенче Кировра иртнӗ форум вăхăтӗнче йăлари вăрман касакансен «Лесоруб-2018» регионсем хушшинчи чемпионачӗ те иртнӗ. Тутарстан чысне хальхинче Нурлат вăрман хуçалăхӗн ӗçченӗсем хӳтӗленине хыпарлать Нурлат район хаçачӗ. Нурлатсен кăтартăвӗсем япăх мар! Николай Гришаков «Раскряжевка комбинированным резом» номинацире – 2, Олег Алексеев «Валка дерева» и «Замена цепи» номинацире, Фидаиль Адеев «Точной раскряжевке» номинацире 3-мӗш вырăнсене çӗнсе илнӗ.

Пӗтӗмлетӳсем тăрăх, Тутарстан команди 2-мӗш вырăна тухнă. Чемпионата çаплах Чăваш Ен, Карели, Чулхула тата Мускав облаçӗн вăрман касаканӗсем хутшăннă. (Сăнӳкерчӗк http://nurlat-tat.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев