Сувар

Ятсăр-сумсăр йăх мар

Хăнасене хирӗç хӗрлӗ хăйăва татса çамрăк атлет финиша чупса çитрӗ. Ку вăл – Нурлат чăвашӗ, Совет Союзӗн икӗ хутчен чемпионӗ, çӗр чăмăрне икӗ хутчен чупса çаврăннă Михаил Горелов пулчӗ.

Чăваш çинчен тӗнче илтмелле пӗлтернӗ çынсем сахал мар пирӗн. Вӗсенчен пӗри – И.Я. Яковлев. Хисеплӗ просветителӗн юбилейне халалласа «Яковлев шкулӗ» кӗтес хатӗрленӗччӗ. Чăваш ачисем партта хушшинче, вӗсене учитель доска умӗнче урок ăнлантарать. «Шкулта» хăнасене Иван Яковлевич хăй кӗтсе илсе пил пачӗ. Çак роле Чăваш Менчи чăвашӗ Александр Дмитриевич Моисеев питӗ ӗненмелле калăпларӗ. Кунтах Пысăк театрăн прима-балеринин – Надежда Васильевна Павлован – гримеркине, вăл вӗрентнӗ балет шкулне, Пысăк театрăн сцени çине те çитсе вăл мӗнле ташланине куртăмăр. Василий Иванович Чапаев комдивпа Станислав Садальский гусарсăр та иртмерӗ Уяв хальхинче.

Кăшт кайсанах хăнасене хирӗç хӗрлӗ хăйăва татса çамрăк атлет финиша чупса çитрӗ. Ку вăл – Нурлат чăвашӗ, Совет Союзӗн икӗ хутчен чемпионӗ, çӗр чăмăрне икӗ хутчен чупса çаврăннă Михаил Горелов пулчӗ. Сăмах май, легендарлă спортсмен Михаил Максимович хăй те Уява килнӗччӗ. Хăйне калăпланă качча çурăмӗнчен лăпкасах тав турӗ вăл.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: