Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Общество

Футбол та куратпăр, кӗнеке те вулатпăр

Чемпионат вăхăтӗнче Хусанта футбол матчӗсемсӗр пуçне кӗнеке фестивалӗ, туслăх парачӗ иртет.

Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанта хула çыннисемпе хăнасене футбол матчӗсемсӗр пуçне анлă кану программи те кӗтет. ТР Культура министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Хусанта тăватă культура программи хатӗрленӗ.

Июнӗн 8-12-мӗшӗсенче «Футболпа тӗнче чемпионатне хирӗç Музей регати – 2018» культурăпа спорт мероприятийӗ. Çак вăхăтра тӗрлӗ кимӗпе Пăлхарти тата Свияжскри музей-заповедниксене экскурсисем йӗркелеççӗ.

Июнӗн 12-мӗшӗнче М.Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче «Раççей халăхӗсен туслăх парачӗ» иртет. Паркра наци «çурчӗсене» лартаççӗ, ярмаркка, мастер-классем пулаççӗ. Мероприятие тӗрлӗ халăх пултарулăх ушкăнӗсен концерчӗ вӗçлет.

Июнӗн 18-мӗшӗнче Лобачевский скверӗнче «Паркри библиотека – 2018» кӗнеке фестивалӗ пулать. Унăн тӗллевӗ литературăна, çав шутра спорт темиллисене анлă сарасси.

Матчсем иртес умӗн Кремль çумӗнчи Набережная урамра «Туслăх территорийӗ» ӗçлет, унта тӗнчери халăхсен юрри-ташшисем янăрӗç, кӗнеке мастер-класӗ тата Хусан ӳнерçисен пленэрӗсем пулаççӗ.

М.Горький ячӗллӗ ЦПКиОра вара «Çемье территорийӗ» ӗçлет, унта çемье эстафетисене йӗркелеççӗ. Бауман урамӗ те пушă пулмасть, кунта «Искусство территорийӗ» кӗтет. Хула çыннисемпе хăнасем наци искусствисен концертне пăхса савăнӗç. «Казань-Арена» стадионра та болельщиксене «Вăйă территорийӗ» кӗтет. Футбол болельщикӗсене клоунсем, мимсем тата «чӗрӗ» статуйăсем савăнтарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев