Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Общество

Тутарстанра пурте футбол юратаççӗ

Тутарстанри наци пӗрлешӗвӗн кашнин тенӗ пекех футбол команди пур.

Июнӗн 14-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх çуртӗнче куравсем уçăлаççӗ.  Туслăх çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов пӗлтернӗ  тăрăх,  ТР Халăхсен ассмаблейин ку енӗпе мухтанмалăх та пур, кашни наци пӗрлешӗвӗн тенӗ пекех футбол команди йркеленнӗ. Калăпăр, чăвашсен кăна Хусанти футбол лигинче икӗ команда тăрать.  Наци футбол командисемпе шăпах фотокурав паллаштарӗ те.  Республикăри наци пӗрлешӗвӗсен хушшинче ирттернӗ футбол вăййисенче ӳкернӗ сăнӳкерчӗксен архивӗ Туслăх çурчӗн пуян.

 Чемпионат вăхăтӗнче футбол теми сывлăшра та вӗçӗ. Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗ Хусанти пусма-тавартан çӗлекен клубӗн  ятарлă куравне хатӗрлет. Паллах, тӗп тема – футбол. Ăстасем тӗрлӗ техникăпа пусма-тавартан хатӗрленӗ панно, тум, пуканесем кăтартӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Казанская футбольная лига