Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăтăрмахсем

Ачине вӗлернӗшӗн икӗ çул панă

Аксу район сучӗ пепкине юри шăнтса вӗлернӗ çамрăк анне енӗпе приговор йышăннă.

Çак кунсенче Аксу район сучӗ пепкине юри шăнтса вӗлернӗ çамрăк анне енӗпе тӗрӗслев вăхăчӗ палăртса икӗ çула ирӗкрен хăтарма (условно) приговор йышăннă.

Аса илтеретпӗр, ку преступлени кăçал хӗлле Аксу районӗнчи пӗр ялта пулнă. Хӗрарăм ачине килтех çуратнă та витре çине хурса верандăна кăларса лартнă. Вилнӗ ачине пилӗк кунран темиçе хутчен чӗркесе пакета хунă, унтан чӗркеме аслă ывăлне пурăнман çуртăн картишне кăларса пăрахма хушнă.

Хӗрарăма çул çитменнисем енӗпе ӗçлекен комисси пӗрре мар чӗнтернӗ. Анчах та хăй йывăрлă пулнине сивленӗ вăл, учета тăма та, тӗрӗслев иртме те килӗшмен. Ачине çуратсан темиçе кунран Аксу районӗн тӗп больницине гинекологран справка илме тесе кайсан, тухтăр вăл тин кăна ача çуратнине пӗлнӗ, анчах та хӗрарăм пепки çинчен нимӗн те каламаннипе полицие пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия