Сувар

Хусан çийӗн хура тӗтӗм

Майăн 14-мӗшӗнче Хусанти ЖБИ-3 завод территорийӗнче пулнă пушарта 32-ри арçын сиенленнӗ.

Май уйăхӗн 14-мӗшӗнче ирхине Хусан çийӗн хуп-хура тӗтӗм йăсăрланчӗ. ЖБИ-3 кивӗ заводăн территорийӗнче çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсен (100 куб толуолпа 40 куб ацетон тата 50 кубла литр изобутан) цистернисем çунчӗç.

ТР МЧС пӗлтернӗ тăрăх, пушарта 32 арçын сиенленнӗ. Унăн çурăмӗпе пӗççисем пиçнӗ. Телее, арçын сывă, хальхи вăхăтра больницăра.

Пушар хыççăнах больницăна çул çитмен ачана илсе килнӗ, вăл химилле шӗвексене цистернăсене янă чух шăршăпа наркăмăшланнă-мӗн.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: