Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăтăрмахсем

Хусанти «Порт» суту-илӳ центрӗнче пушар

Хусанта «Порт» суту-илӳ центрӗнче пушар тухнă.

Паян ирхине Хусанти Оренбург трактӗнчи «Порт» суту-илӳ центрӗ çунма тытăннине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Пушар пӗрремӗш хутра тухнă-мӗн. Малтанласа пурӗ 20 тăвакал метр çуннине пӗлтернӗччӗ, анчах та вут самантрах 200 тăваткал метра сарăлнă. Çавăнпа пушара сӳнтерме çитнӗ Хусанти пушарпа çăлав гарнизонӗн 80 ӗçченне тата 220 çăлавçăн пулăшма килме тивнӗ. Тӗтӗмпе тулнă çуртран 20 çынна (хурал сотрудникӗсем, персонал) кăларса ӗлкӗрнӗ.  Çăлавçăсем çаплах центра сирӗпнесрен те çăлса хăварнă, вӗсем 4 газ баллонне вăхăтра кăларса ӗлкӗрнӗ. Телее, пушарта вилекенсем пулман. Кăнтăрла тӗлне кăна  вут-çулăма сӳнтерме пултарнă. ( ТР МЧС пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия