Сувар

Йывăр пассажир

120 килограмм таяканскере тухтăрсем хăйсен вăйӗпе кăна васкавлă пулăшу машини çине йăтса хурайман.

Виçе йывăрăшӗ нормăран темиçе хут пысăкрах пулни çын организмӗшӗн шӳт мар, вăл самай чăрмав кӳрет. Хăйне кăна мар-ха тата. Çырчаллинчи çăлавçăсен те акă, çак кунсенче тухтăрсене пулăшăва килме тивнӗ. Теплоходпа çула тухнă 55-ри арçын тăрук хăйне япăх туйнă. Пассажира васкавлă пулăшу панипе кăна май килмен, больницăнах ăсатмалла пулнă. Анчах 120 килограмм таяканскере тухтăрсем хăйсен вăйӗпе кăна васкавлă пулăшу машини çине йăтса хурайман. Çăлавçăсене чӗнме тивнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: