Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«РАЙОН ЭКОНОМИКИНЕ ПАЙ КӖРТМЕ ХАТӖР ИНВЕСТОРА КӖТСЕ ИЛМЕ ХАВАС ЭПИР»

Тин ӗç пуçлакан предпринимательсемшӗн лару-тăру ăнăçлă, патшалăх пӗчӗк тата вăтам бизнеса паракан çăмăллăхсем нумай халӗ.

ӗпрел районӗнче «Дрожжаное» промышленность паркне 2016 çултах  тума тытăннă. Тӗрӗссипе çак проект 2014 çултах ун чухнехи пуçлăх Александр Шадриков пуçарăвӗпе пурнăçа кӗнӗ. Ӗçтешӗ пуçланине паянхи кун хальхи пуçлăх Марат Гафаров ăнăçлă пурнăçласа пырать, район экономикине малалла аталантарас тӗллевпе çӗнӗ инвесторсем шырать. «Дрожжаное» промышленность паркӗнче паяна 10 резидент. Ку вăхăтра инвесторсемпе, предпринимательсемпе ӗçлӗ калаçусем пынине шута илсен кӗçех резидентсен шучӗ 12-е çитмелле. Кун пирки пире Çӗпрел районне ӗçпе кайсан Ӗçтăвком пуçлăхӗн экономика аталанăвӗн, финанс тата ял хуçалăх производстви енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов тата промпаркăн управляющи директорӗ Альберт Низамов пӗлтерчӗç. Тӗрӗссипе промпарк ӗçӗ-хӗлӗпе кайсах паллашрăмăр. Кунта пӗчӗк тата вăтам бизнеса аталанма мӗн кирли йăлтах пур – налог çăмăллăхӗсемпе субсидисенчен пуçласа кирлӗ условисем таран. Канализаци, тасату хатӗрӗсем,  шыв, газ, çутă, çыхăну – йăлт пур.

 

– Республикăра, Раççей регионӗсенче тӗрлӗ форумсемпе куравсем иртеççӗ. Çӗпрел районӗн экономикăлла потенциалне кăтартас тӗллевпе тухса çӳретӗр-и ун пек çӗре? Промышленность паркӗпе интересленекенсем пур-и?

А.Н. (промпаркăн управляющи директорӗнче çулталăк çурă ӗçлет. – Авт.): – Юлашки вăхăтра пирӗн пата 5-6 регионран килсе кайрӗç, Ульяновск, Пенза облаçӗсенчен, Мордовирен. Халь ак Мордови инвесторӗсем килессе кӗтсе тăратпăр. Ӗç тухсан пирӗн çӗнӗ резидентсем пулӗç. Паян кăна-ха вун пӗрмӗш резидентпа курса калаçрăмăр. Вăл хамăр район çынниех, бетонран тӗрлӗ япала тăвассипе ӗç пуçарасшăн вăл. Производствăна хута яма мӗн кирли йăлтах пур. 

– Мӗнпе килесшӗн вӗсем?

А.Н.: – Завод уçасшăн – картонран çăмарта хумалли ячейкăсем тăвассипе. Эпир сӗнекен условисем килӗшрӗç пек, налогсенчен  хăтарни те илӗртӳллӗ. Проекта хута ярасси 10 миллион тенкӗпе танлашать, ӗçлесе кайсан экономика кăтартăвӗсем  247 миллион тенкӗпе танлашмалла. 

– Паяна промышленность паркӗнче тӗпленнӗ резидентсен туса кăларнă пӗрлехи продукцин калăпăшӗ мӗн чухлӗ?

А.Н.: – 118 миллион тенке яхăн. 

– Иртнӗ çултипе танлаштарсан чакнă е ӳснӗ?

И.И. (малалли интервью Ильмир Измайловпа): – 8 миллион тенке нумайрах. Япăхах мар. Малашне кăтартусене тата ӳстерме палăртнă. Çӗнӗ резидентсем килсех тăраççӗ. 

– Хăвăр кама кӗтетӗр? Калăпăр, сирӗн епле те пулин потенциал пур, анчах пурнăçа кӗртекен пултăклă çын çук? 

– Эпир район экономикине пай кӗртме хатӗр хуть мӗнле инвестора та кӗтсе илме хавас. Çӗнӗ производствăсем уçăлччăр, ӗç вырăнӗсем пулччăр. Ку территори пӗтӗмпех промышленность валли. Ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе ӗçлекенсене кăна вырнаçтарма пултараймастпăр, мӗншӗн тесен парк промышленность тӗллевӗллӗ. Ку енӗпе ӗçлекенсемшӗн эпир уçă. Условисем те, преференцисем те аван. Çутăшăн 50 процент кăна тӳленинчен пуçласа çӗр, пурлăх, транспорт налогӗнчен хăтарни таран.  

– Тутарстанри «Алабуга», «Камские поляны» тата ытти  пысăк промышленность паркӗсемпе ӗçлӗ çыхăнусем пур-и, тен, опыт илетӗр?

– Яллă территорисене вӗсемпе ӗçлеме кăткăсрах, танлашма та. Мӗншӗн тесен вӗсем ятарлă экономика зони пек йӗркеленнӗ. Вӗсене ӗçлекенсемшӗн тӳлеме тивӗç страховани тӳлевӗнчен те хăтараççӗ. Пирӗн ун пек майсем çук. Çапах вăйлă енсемсӗр те мар. Çумрах акă Ульяновскăн ятарлă зонисем пур, унта та резидентсене страховани тӳлевӗнчен хăтарнă. Çапах хăйсем патӗнче аталаннă промпарксем пуррине пӗлсех кӳршӗ область  предпринимателӗсем пирӗнпе интересленеççӗ. Пирӗнни пек промплощадкăсем республикипе 100 ытла. Çавăнпа районсем хушшинчи конкуренци çивӗч паян. Хамăр çинчен пӗлтерсех тăрас тӗллевпе таçта та хутшăнатпăр. Хусан саммитӗнче те пултăмăр. Малашне унта хамăрăн реклама зонине вырнаçтарма палăртрăмăр. Хальлӗхе сайтсенче кăна информаци вырнаçтарса тăнă. Ытти регионсен опычӗпе паллашатпăр. Плансем пысăк пирӗн. Вырăнӗ меллӗ, инженери условийӗсем пурте пур.    

– Пӗтӗмпе мӗн чухлӗ ӗç вырăнӗ йӗркеленнӗ кунта?

– 156 ӗç вырăнӗ, çитес вăхăтра 300-е тухасшăн. Инвесторсене илӗртес тӗллевпе район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа ытти регионсене кайсах тăратпăр. Хамăрпа пӗрле 15-20 предприниматель таран илетпӗр. Хамăр патра мӗнле производство йӗркелесе яма пултарнине тӗпчетпӗр. Иртнӗ çул Удмуртире пулса ял хуçалăх предприятийӗсемпе, фермăсемпе паллашрăмăр. Пензăра аш-какай тирпейлессипе ӗçлесси аван йӗркеленнӗ. Хамăр патра та çавăн пек предприяти уçма шухăш пур. Районта выльăх шучӗ харпăр хуçалăхсеннипе пӗрле 30 пин пуç. Анчах аш-какай тирпейлессипе цех е комбинат таврашӗ çук. Кăлпасси производствине йӗркелесе ярсан та юрать. Халӗ хамăр район çыннипех, пӗр предпринимательпе, кун пирки калаçу пырать. Вăл Кивӗ Чукалта колхозăн пулнă кантурне туяннă. Юсав ӗçӗсене тунă, кирлӗ оборудование туяннă. Кăлпасси производствипе ӗçлекен Мордови предпринимателӗсен опычӗпе паллашнă. Хамăр та кайса килтӗмӗр унта, Белозерьере предпринимательсен ӗçӗ питӗ вăйлă аталаннă. Кӗркунне тӗлне, Турă пулăшсан, хамăрăн кăлпассие кăларма пуçлатпăр. Апрель уйăхӗнче Самар облаçӗнчи Алькино ялӗнче пултăмăр. Унта теплицăра пахча çимӗç туса илессипе ӗç аван аталаннă. Тип çу производствипе те вӗренмелли пур. Эпир ак 3,5 пин гектар лаптăк çинче хӗвелçаврăнăш культурине акса ӳстеретпӗр. Хамăрăн çу çук тесен те юрать. Кивӗ Чакăри «Агротранспорт» ку ӗçе алла илчӗ-ха, анчах производство калăпăшӗ пӗчӗк. Çавăнпа пирӗн районта тип çу производствине йӗркелесе яма инвестор шыратпăр. 

– Ильмир Расихович, пирӗн çӗршыв çине хунă санкцисем район шайӗнче сисӗнеççӗ-и? Промышленность таварӗсен производствине аталантарса ярассипе усă кӳрет-и вăл района? 

– Ман шутпа, ырă енсем пулмаллах. Начаррисӗр те мар. Тин ӗç пуçлакан предпринимательсемшӗн лару-тăру ăнăçлă, патшалăх пӗчӗк тата вăтам бизнеса паракан çăмăллăхсем нумай халӗ. Тахçантанпа ӗçлекенсен импортозамещенипе ӗçлесси çинчен шутламалла. Мӗнле калас, рынокра вырăн пушаннă чухне. Сăмахран, строительство материалӗсене хамăрăннипе улăштарма пуçласа. Кредит проценчӗсем пысăкрах пулни кăна нумайăшне тытса тăрать. 13–15 процент аванах сисӗнет. Шанатпăр, банксем процентсене чакарма пуçласса. Хальлӗхе пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе фонд пулăшăвӗпе усă куратпăр. Промпарк резиденчӗсене вӗсем кредит 5,5 процентпа параççӗ. 9,5 процентпа микрозайм илме пулать. Ытларах республика паракан пулăшу мерисемпе усă курма тăрăшатпăр. 

– Промпаркăн кураторӗ кам пулса тăрать паян?

– Тутарстан Республикин Инвестиципе венчур фончӗ пирӗн куратор. Айнур Айгельдинов ертсе пырать ăна. Республикăри промпарксене икӗ оператора пайласа панă. Çуррине Талия Минуллина ертсе пыракан Инвестицилле аталану агентстви пăхса тăрать, тепӗр çуррине маларах асăннă фонд. Вӗсем пулăшсах тăраççӗ, проектсене пурнăçа кӗртессипе, инвесторсене тупассипе, строительство объекчӗсене тăвассипе. 

– Ӗçлес текеншӗн майсем пур, ӳркенмелле мар кăна апла.

– Тӗп-тӗрӗс. 

 

Ирина ТРИФОНОВА

 калаçнă.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжаное