Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Юманкка тете вырма паттӑрӗ пулнӑ

Вунă çул тыр-пул пухать вăл тăван ялăн уй-хирӗнче, Бауман ячӗллӗ колхозра. 1983 çулта вара районти комбайнерсен ăмăртăвӗнче мала тухать

Ҫӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Иван Николаевич Архипов (ялта ăна Юманкка теççӗ) Аслă вăрçă умӗн çуралнă – 1941 çулхи март уйăхӗн 23-мӗшӗнче. Вăрçă хыççăнхи терт-нушана ыттисемпе пӗрле тӳссе ирттернӗ. Ялти 7 çуллă шкула пӗтерсен малалла вӗренес тесе кӳршӗри Кивӗ Улхаш ялӗн шкулне кайнă.
– Унта икӗ çул вӗреннӗ хыççăн Ульяновск облаçӗнчи Уçăркка ялне кӗтӳ кӗтме кайрăм. Çапла Кӗр сăри​ çитсе кайрӗ, тытăннă ӗçе, выльăхсене пăрахса каяймастăн вӗт. Кӗтӳ ӗçӗ вӗçленсен шкула çитрӗм, унта пӗр чӗрӗк вӗçленнӗ ӗнтӗ. Эс кая юлнă, кун пек вӗренсен экзамен параймастăн терӗç, 10-мӗш класа илмерӗç. Ун чух халăх чухăнччӗ, манăн​ хӗр патне каймалăх йӗркеллӗ тум та çукчӗ. Мӗнле те пулин вӗренсе укçа тӳлекен ӗç тупмалли шухăш пуçран тухмастчӗ. Каярах Кивӗ Çӗпрелӗнчи çар комиссариатне кайсан эпир пӗр ял ачипе – Николай Патринпа – алăк çинчи пӗлтерӗве куртăмăр. Унта Сызране тракториста вӗренме пыма чӗнеççӗ. Никам куриччен пӗлтерӗве хăйпăтса илтӗмӗр те – Куйбышев (халӗ Самар) облаçне вӗçтертӗмӗр. Пире, çукпа ӳснӗ ял ачисене, курсант тумне пачӗç, тӳлевсӗр апатлантараççӗ. Вӗрен кăна! Мӗнле савăнтăмăр эпир! – каласа парать Юманкка тете.
Пӗр çул вӗренсе алла свидетельство илсен вӗсене Хакасие тракторпа ӗçлеме яраççӗ – ун чух тӳлевсӗр вӗреннӗ хыççăн пурне те çавăн пек направленипе янă. Абакан çывăхӗнчи Баграт районӗнче пӗр тапхăр хурçă утпа вăй хунă хыççăн чăваш каччин салтак ячӗ те тухать.
– Çӗпӗрте – тăван килте мар, сана никам та йӗре-йӗре ăсатмасть. Повестка илсен сумкана йăтрăм та çар комиссариатне çитрӗм. Мана тата инçерех ячӗç кунтан – Инçет Хӗвелтухăçнех. Çапла 1962 çулхи июнӗн 17-мӗшӗнче (Çимӗк кунӗччӗ) мана салтака илчӗç. Ултă талăк кайрăмăр – пуйăспа тата пăрахутпа. Юлашкинчен Курил утравӗсем патнех пырса тухрăмăр, Япони çумнех. Пире Кунашир утравӗнчи пӗр заставăна вырнаçтарчӗç, çапла пограничник пулса тăтăм. 1964 çулта СССРпа Китай хушшинче хирӗçӳ сиксе тухсан пире çак çӗршыв чиккине куçарчӗç. Çар ретӗнче пурӗ 3 çул та 4 уйăх пултăм, 1965 çулхи октябрь уйăхӗнче тăван яла таврăнтăм, – малалла аса илет Иван Николаевич.
Чăваш каччи çартан «Отличный пограничник» тата «Отличник Советской Армии» кăкăр паллисемпе таврăнать. Апла пулсан унта вăл хăйне тивӗçлипе кăтартнă, малтисен ретӗнче пулнă.
Ӗнерхи салтак малалла шофер профессине алла илес тесе Кивӗ Çӗпрелӗнче вӗренет. Икӗ çул Ульяновск облаçӗнчи «Красный Восход» совхозра ГАЗ-51 автомашинăпа ӗçлет. Совхоз ăна​ хваттер парать. Çав вăхăтра 26 çулти йӗкӗт авланать, пӗр ял хӗрне​ Елизавета Мулеевăна качча илет. Вара Раштавра туй кӗрлет. Çӗнӗ хваттерте çулталăк пурăнсан çамрăк мăшăр тăван яла таврăнма шутлать, çемье пуçӗ вырăнти колхозра машинăпа вăй хурать. Унтан Кивӗ Çӗпрелӗнчи «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗнче ГАЗ-52, «Колхида» машинăсемпе ӗçлет. 1977 çулта вара каллех тăван ялти колхозра вăй хума пуçлать – бульдозерпа Аслă Аксу çулне тунă çӗре хутшăнать. Икӗ çултан комбайнер пулăшаканӗнче вăй хурать. Тепӗр тырçи тапхăрӗнче вара Юманкка тетене хăйне комбайн шанса параççӗ. Вунă çул тыр-пул пухать вăл тăван ялăн уй-хирӗнче, Бауман ячӗллӗ колхозра. 1983 çулта вара районти комбайнерсен ăмăртăвӗнче мала тухать, ун хулпуççийӗ урлă «Тырçи паттăрӗ» хӗрлӗ хăю çакса яраççӗ. «Коммунизмла ӗç ударникӗ» ята​ илме те тивӗçлӗ пулнă Иван Николаевич хастар ӗçӗшӗн.
​ Çакна та каласа хăвармалла: вăл чăвашсен паллă художникӗн – Дмитрий Семенович Архиповăн тăванӗ. Ăна Миттюк тете тет, анчах ялта ун çинчен нумаях пӗлмеççӗ, мӗншӗн тесен килӗнчен çамрăкла тухса кайса тӗнчере çӳренӗ, вилме те инçетре вилнӗ.
1990 çулта колхоз сачӗ юхăнма пуçласан И.Архипов унта пахчаçа ӗçлеме куçать, çавăнтанах тивӗçлӗ канăва каять. Унта вăл чылай çул тăрăшать, утарта вӗлле хурчӗсем те ӗрчетет.
Елизавета Петровна тата Иван Николаевич сакăр ача çуратса çын çине кăларнă – 7 ывăл та 1 хӗр. Вӗсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă: авланнă, качча кайнă. Тӗрлӗ професси алла илнӗ ачисем: механик, милиционер, строитель, вӗрентекен... Темиçе ачи тăван ялтах юлнă. Елизавета Петровнăна патшалăх икӗ «Ача амăшӗн мухтавӗ» орден (2-мӗш тата 3-мӗш степеньлисем) парса чыс тунă. Ун тата икӗ награда та пур – Ача амăшӗн медалӗ.
– Ачасем ӗçпе пиçӗхсе ӳсрӗç, ӗç çыннисем пулчӗç. Çакă маншăн тата мăшăршăн пысăк савăнăç. Эп вӗсенчен кашнине 6 класс пӗтерсенех хампа пӗрле комбайн çине ӗçлеме илеттӗм, çапла ӗçри йывăрлăхсене хăнăхса пычӗç, – хӗпӗртенине пытармасть çемье пуçӗ.
Ывăлӗ Петр тăван килте юлни те савăнтарать ашшӗ-амăшне. Вăл авланса çемье çавăрнă, килте пӗчӗк хӗр ӳсет. Архиповсем выльăх нумай усраççӗ, ӗнесен шучӗ кăна тăваттă! Çаплах утар та пур, хăнăхнă ӗçе малалла тăсаççӗ.
Юманкка тете вара çуллахи кунсенче шыв хӗрринче вăлтапа ларма юратать. Пулă тытасси – чун киленӗçӗ унăн.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче:
Архиповсен çемйи.



 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 100-летие ТАССР