Сувар

РЕДАКЦИ МАН АСРА:

Пӗр хӗ­веллӗ кун уни­вер­си­тет­ра ман­ран аслă­рах курс­ра вӗ­ре­не­кен чă­ваш хӗрӗ­сем­пе пӗр­ле ре­дак­ци­не ерт­се кӗчӗ.Чис­то­польс­ки урам­не куçнă ун чух ре­дак­ци, 5-мӗш çурт­ра икӗ пӳлӗм йышă­нать, пӗ­рин­че ре­дак­тор­па сек­ре­тарь тата бухгалтер, теп­рин­че 7-8 çын кӗр­ле­се ла­раççӗ. Хытă кӗр­ле­кен­ни ун­та элект­ронлă пи­чет ма­шин­ки кă­на пулнă-тăр та, пӳлӗ­ме пыр­са кӗр­сен çав шав ас­ра.

Пӗр хӗ­веллӗ кун уни­вер­си­тет­ра ман­ран аслă­рах курс­ра вӗ­ре­не­кен чă­ваш хӗрӗ­сем­пе пӗр­ле ре­дак­ци­не ерт­се кӗчӗ.

Чис­то­польс­ки урам­не куçнă ун чух ре­дак­ци, 5-мӗш çурт­ра икӗ пӳлӗм йышă­нать, пӗ­рин­че ре­дак­тор­па сек­ре­тарь тата бухгалтер, теп­рин­че 7-8 çын кӗр­ле­се ла­раççӗ. Хытă кӗр­ле­кен­ни ун­та элект­ронлă пи­чет ма­шин­ки кă­на пулнă-тăр та, пӳлӗ­ме пыр­са кӗр­сен çав шав ас­ра. Ре­дак­ци кӗр­ле­мел­ле ӗнтӗ вăл, шăпăрт пул­мал­ла мар. Кам-тăр ста­жер­се­не «çă­васшăн», теп­ри кăмăлсăррăн хут çу­рать, ма­ши­нист­ка – шак­кать.

Реклама

Ста­жер­се­не лар­ма вырăн çук­рахчӗ пу­лин те апт­ра­мастăмăр. Вӗ­реннӗ чух сăвă-ка­лав çыр­са ап­па­ла­на­кан Ирина Гордеевăпа Ле­на Крылова про­фес­сие хăвăр­тах ал­ла илчӗç, пуçлăх­сем мух­та пуç­ларӗç вӗ­се­не. Манăн стать­я­сен­чи «ка­кай» йӗр­ке­сен­чи шăмă­сем çум­не кăшт кă­на çыпçăн­ка­лать. Аслă юл­таш­сем – цен­зор­сем­пе вӗ­рен­те­кен­сем ӗнтӗ – ман ма­те­ри­ал­се­не ве­çех урăх­лат­са пӗ­те­реççӗ. Темшӗн типӗ чӗл­хе­пе çырнă вӗ­сен хăш-пӗр шаб­лонлă хы­парӗ­сем те ыт­ла килӗш­сех кай­мастчӗç. Пирӗн Тăхăрь­ял тăрăхӗн­че мӗн­ле ка­ла­çатăн – çап­ла çы­раттăнччӗ, кун­та – ха­çат-жур­нал чӗл­хи. Ви­та­лий Ел­тов­ран ну­май вӗ­рентӗм. Еп­ле­рех çавăрт­та­ратчӗ вăл вирлӗ сă­мах­се­не! Тăрăх­ла­са та илет хăш чух­не, чӗпӗт­се те. Этемӗн хăюлăхӗн­чен килнӗ ӗнтӗ çав япа­ла­сем. Хăюсăр çы­равçă ман шут­па жур­на­лист пу­лай­масть.

Çап­ла Ге­на Со­ро­кин чун­ра хӗл­хем чӗрт­се хă­вар­ни­пе 1997 çул­та «Су­вар» ха­çат­ра кор­рес­пон­дент-ста­жер пул­са ӗç­ле­ме тытăнтăм. Вӗ­рен­ме йывăрччӗ те, ин­те­реслӗччӗ те.

Теги: Сувар
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: