Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

РЕДАКЦИ МАН АСРА:

Пӗр­ремӗш курс­ра вӗ­ре­не­кен­се­не, пи­ре, пӗр-пӗр ха­çатăн пас­порт­не ту­ма хушнăччӗ. Эп «Су­варăн­не» тă­вас терӗм, Ху­са­на çитрӗм. Ун чух ре­дак­ци «И­дел-Пресăн» 12-мӗш хутӗн­чеччӗ, пур­те пӗр пысăк пїлӗм­ре ла­ратчӗç су­варçă­сем. Ку вăхăт­ра Шу­паш­кар­ти ыт­ти чă­ваш­ла ха­çат-жур­нал­сен ре­дак­цийӗ­сен­че те ну­майăшӗн­че пулнăччӗ-ха, ан­чах та Ху­сан­ти «Су­вар» ре­дак­цийӗ тă­ван­ран та тă­ван­рах пек туйăннăччӗ. Мӗн калăн – хамăрăн вӗт!

1994 çул­та ЧПУ­ри жур­на­лис­ти­ка фа­куль­тетӗн­че вӗ­рен­ме пуç­ла­сан хамăн сăвă­се­не, стать­я­се­не хут­ран-сит­рен «Су­ва­ра» та яр­ка­латтăмччӗ. Ун чух ре­дак­ци­ре ӗç­ленӗ Г.Со­ро­кин ма­на хав­ха­лан­тар­са, ма­лаш­не те çыр­са тă­ма ыйт­са пӗр­ре çы­ру та çыр­са янăччӗ. Ре­дак­ци ӗç­ченӗн çырăвӗ пит хав­ха­лан­тарнăччӗ çамрăк сту­ден­та. Пӗр­ремӗш курс­ра вӗ­ре­не­кен­се­не, пи­ре, пӗр-пӗр ха­çатăн пас­порт­не ту­ма хушнăччӗ. Эп «Су­варăн­не» тă­вас терӗм, Ху­са­на çитрӗм. Ун чух ре­дак­ци «И­дел-Пресăн» 12-мӗш хутӗн­чеччӗ, пур­те пӗр пысăк пїлӗм­ре ла­ратчӗç су­варçă­сем. Ку вăхăт­ра Шу­паш­кар­ти ыт­ти чă­ваш­ла ха­çат-жур­нал­сен ре­дак­цийӗ­сен­че те ну­майăшӗн­че пулнăччӗ-ха, ан­чах та Ху­сан­ти «Су­вар» ре­дак­цийӗ тă­ван­ран та тă­ван­рах пек туйăннăччӗ. Мӗн калăн – хамăрăн вӗт!

Теп­ре­хин­че Ху­сан­ти чă­ваш ха­çачӗн ре­дак­ци­не 4-мӗш курс хыççăн прак­ти­ка ирт­ме килтӗм. Ун чух­не­хи тӗп ре­дак­тор А.К.Ива­нов (йывăр тăп­ри çăмăл пултăр) хапăл ту­сах йышăнчӗ. Пысă­ках мар стать­я­сем çырнă хушă­рах ву­ла­кан­сен­чен ки­ле­кен çы­ру­се­не те ре­дак­ци­ле­ме ле­кетчӗ. Ăç­тан кă­на çыр­маççӗ-çке «Су­ва­ра»! Çы­ру­сен пайӗн за­ве­ду­ю­щийӗ каш­ни ку­нах пӗр ку­па çы­ру ил­се ки­летчӗ почтă­ран. Кол­лек­тив та питӗ килӗшнӗччӗ ма­на, кун­та тă­ван чӗл­хешӗн çун­са тă­ра­кан, çын ну­ши-савăнăç­не ăн­ла­на­кан, ырă кăмăллă та та­ра­ват çын­сем ӗç­леççӗ-çке. Пӗр-пӗр ый­ту сик­се тух­сан çийӗн­чех пулă­шаççӗ.

5-мӗш курс­ра та прак­тикă­на кун­тах килтӗм, дип­лом ӗçӗ те манăн «Ху­сан­та тух­са тă­ра­кан «Су­вар» ха­çат йӗр­ке­ленӗвӗ та­та ата­ланăвӗ» ятлăччӗ. Пилӗк çул хуш­шин­чи ха­çат тӗр­кемӗ­се­не пăх­са тух­са, тӗп­че­се çырнăччӗ дип­лом ӗç­не. Прак­ти­ка вӗç­ле­нес умӗн тӗп ре­дак­тор А.К.Ива­нов ма­на вӗ­рен­се пӗ­тер­сен «Су­ва­ра» ӗç­ле­ме кил­ме сӗнчӗ. Килӗшрӗм.

1999 çул­тан пуç­ла­са па­ян кунч­чен тăрă­шатăп «Су­вар­та». Мал­тан кор­рес­пон­дентчӗ, ун­тан яваплă сек­ре­тарь­те икӗ çу­ла яхăн тăрăшрăм. 2001 çул­та В.Ф.Ел­тов тивӗçлӗ канă­ва тух­сан тӗп ре­дак­тор çумӗ пул­ма çирӗп­летрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана