Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

«СУВАР» МАН АСРА:

Хаçат эрнере пӗрре тухать. Корректорăн ӗçӗсем эрне варрин-че çеç тытăнаççӗ. Çавăнпах тӳрех пичетлекен машинка сӗтелӗ хушшине лартăм. Кăткăс ӗç, пӳрнесем хăнăхиччен аванах тертлен-ме тӳр килчӗ. Каярах профессиллӗ машинистка пекех шăкăлтаттарма пуçларăм...

«Су­варăн» тӗп ре­дак­торӗ Ни­ко­лай Со­ро­кинăн пӳлӗм­не  пыр­са кӗтӗм. Эпӗ мӗн­ле ый­ту­па кил­ни­не пӗл­сен, вăл ăç­та вӗ­рен­се пӗлӳ ил­ни­не, чă­ваш чӗл­хи­не еп­ле­рех пӗл­ни­не тӗрӗс­лерӗ те ма­на çур­шар ставкă­па кор­рек­то­ра та­та ма­ши­нисткă­на ил­ме за­яв­ле­ни çыр­тарчӗ (3 январь 1996). Çӗнӗ кол­лек­тив­па пал­лаш­са çап­ла эпӗ ӗçе кӳлӗнтӗм.

Ха­çат эр­не­ре пӗр­ре ту­хать. Кор­рек­торăн ӗçӗ­сем эр­не вар­рин­че çеç тытă­наççӗ. Çавăн­пах тӳ­рех пи­чет­ле­кен ма­шин­ка сӗ­телӗ хуш­ши­не лартăм. Кăткăс ӗç, пӳр­не­сем хăнă­хич­чен ава­нах терт­лен­ме тӳр килчӗ. Ка­я­рах про­фес­силлӗ ма­ши­нист­ка пе­кех шăкăл­тат­тар­ма пуç­ларăм. Кор­рек­тор ӗçӗ та­та кăткăс­рах. Чă­ваш грам­ма­ти­кин пра­ви­ли­се­не те­пӗр хут тимлӗн ву­ла­са тухрăм.

 1998 çул­та ре­дак­цие 2 компь­ю­тер пачӗç. Чă­ваш­ла пи­чет­ле­ме прог­рам­ма лартрӗç. Пӗр компь­ю­терӗ­пе ав­тор­сен ал­ çырăвӗ­се­не пи­чет­леççӗ, теп­ри ав­тор­сен стат­йи­се­не, сăнӳ­керчӗкӗ­се­мпе по­ло­са­се­не  калăп­лать, урăх­ла ка­ла­сан компьютерпа верст­ка тă­вать.  …Ха­çа­та калăп­ла­ма ма­на лартрӗç. Çак ӗçӗн майӗ­се­не пӗрт­те пӗл­местӗмччӗ. Версткă­на вӗ­рен­те­кен кӗ­не­ке туп­са вуларăм. Ват­ти­сем ка­лаш­ле куç хă­рать те алă тă­вать. Çап­ла кӗ­не­ке тăрăх çак чăкăлтăшлă ӗçе хă­нăхрăм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана