Сувар

Новости с тегом - 115 лет Петру Хузангаю

  • 27 мая 2022 - 12:09
    Хусанкай пултарулăхӗ – чăваш халăхӗн чӗрӗ сасси
    Эпӗ Хусанкай çинчен нумай кӗнеке вуларăм, унăн кун-çулне, пултарулăхне тата сăввисене нумай тишкертӗм. Шухăшлатăп та тӗлӗнетӗп: пирӗн Петӗр Хусанкай тăван чăваш халăхӗшӗн, унăн культуришӗн, малашлăхӗшӗн çав тери пысăк ӗçсем туса хăварнă. Унăн сăввисене вуланă чух таса çăлкуç пек тапса тăракан темле пысăк вăй-хăват пуррине туятăп. Халăх чӗлхи, наци сăн-сăпачӗ, сахал сăмахпа нумай калама пултарни, таса кăмăл, тарăн шухăш... «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсенче мӗн тери тарăн шухăш!
    484
    0
    0
  • 5 февраля 2022 - 17:12
    Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссем пуçлатпăр. Хутшăнăр!
    Кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Тӗлӗнмелле талантлă поэтăн сăввисемпе поэмисем нихăçан та кивелмеççӗ, вӗсем паянхи кун та актуаллă. Тӗрлӗ шайри конкурссенче халӗ те Хусанкай сăввисем янăраççӗ, ытти халăхсем чăваш поэчӗсенчен чи малтан Хусанкая асăнаççӗ. Çакă ахальтен мар. Петр Петрович чăваш халăхӗ валли вилӗмсӗр йӗркесем çырнă кăна мар,  ытти халăхсене те хамăр халăх еплерех мăнаçлă пулни пирки каласа панă, хăй те нумай чӗлхерен куçарнă. Ентешӗмӗр тунă ӗçсем вилӗмсӗр. Çавăнпа та Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса «Сувар» хаçатра конкурссем ирттерме шутларăмăр.
    482
    0
    1
Реклама