News by tag - #ИгрыБудущего
-
Телефонсене çутăр, ӳкерӗр
Мартăн 3-мӗшӗнче этемлӗх историйӗнчи пӗрремӗш фиджитал вăйăсен «Игры Будущего» ăмăртăвӗ вӗçленчӗ
-
Хусан тӗллеве пурнăçларӗ: «Игры Будущего» турнира çӳллӗ шайра хатӗрлесе уçрӗ
Тӗнчери пӗрремӗш «Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ февралӗн 21-мӗшӗнче Хусанти «Казань-Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлчӗ. Церемони мӗнле пулассине йӗркелӳçӗсем юлашки самантченех вăрттăнлăхра тытсан та, ытти мероприятисеннин çывăхне те пымасси паллăччӗ. Çапла пулчӗ те, çӳллӗ технологисем, нейросеть куракана виртуаллă тӗнче тăрăх çӳретсе самантлăха малашлăха çитерчӗç.
-
«Игры Будущего» мультиспорт турнирне уçма Владимир Путин килет
Хусанта паян, февралӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта «Игры Будущего» мультиспорт турнине уçмашкăн Раççей Президенчӗ Владимир Путин килет. Кун çинчен Мускавра иртнӗ форумра хăй пӗлтернӗччӗ.
-
Хусанта Фиджитал-центр уçăлчӗ
Паян, февралӗн 20-мӗшӗнче, Хусанти патшалăх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче Фиджитал-центр ӗçлеме пуçларӗ. Ăна республика ертӳçисемпе пӗрле хаклă хăнасем Раççей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко, РФ спорт министрӗ Олег Матицын уçрӗç.
-
«Игры Будущего» уçăлнине Пӗрремӗш телеканал паян тӳрӗ эфирпа 18:45 сехетре кăтартать
Тӗнчери пӗрремӗш «Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ февралӗн 21-мӗшӗнче Хусанта «Казань –Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлать. Церемоние Пӗрремӗш телеканал паян 18:45 сехетре тӳрӗ эфирта кăтартать.