Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Игры Будущего» уçăлнине Пӗрремӗш телеканал паян тӳрӗ эфирпа 18:45 сехетре кăтартать

Тӗнчери пӗрремӗш «Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ февралӗн 21-мӗшӗнче Хусанта «Казань –Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлать. Церемоние Пӗрремӗш телеканал паян 18:45 сехетре тӳрӗ эфирта кăтартать.

Раççей ирттерекен киберспортпа вăй-хал спортне пӗрлештерекен пӗрремӗш турнира планетипех тимлеççӗ. Тӗнчери лару-тăрăва пăхмасăр 100 ытла çӗршывран 277 команда килме кăмăл тунă. Атлетсем пурӗ 21 дисциплинăра тупăшаççӗ. Хальччен пулман турнирăн пӗрремӗш вăййисен билечӗсене сутма пуçланă пӗрремӗш 5 минутрах туянса пӗтернӗ. Çакăн пек пысăк интереспа тата хӗрӳ иртет Олимп вăййисенчен нимпе те кая мар ăмăрту. Планетăн кашни континентӗнченех килнӗ спортсменсемпе хăнасем каланă тăрăх, кунти атмосфера та, кăмăл-сипет те Олимп вăййисенчен кая мар.

«Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ официаллă майпа февралӗн 21-мӗшӗнче кăна уçăлать пулсан та ăмăртусем февралӗн 19-мӗшӗнчех пуçланчӗç. Ирхине командăсем Dota 2 интеллектуаллă вăйăра тупăшрӗç. Тӗнчери чи вăйлă командăсем, çав шутра Китай, Кăнтăр Америка, Киргизи ытти çӗршывсен командисем тупăшрӗç унта. Сăмах май, Китайра кăна ăмăртăва 7 миллион çын пăхнă. Çав кунах фиджитал-хоккей ставкин лиги те ăмăртăва пуçларӗ «Виртуаллă велочупупа» пӗрремӗш наградăсемшӗн атлетсем февралӗн 22-мӗшӗнче ăмăртаççӗ.

«Хусан – спорт пулăмӗн варринче пӗрре мар пулнă-ха, анчах мультиспорт турнирӗ вӗр-çӗнӗ формат, вăл чăн пурнăçа цифра тӗнчине пӗрлештерет. Шăпах Хусанти „Игры Будущего“ фиджитал-спорт историйӗн прототипӗ пулса юлӗ. Ку вăл пирӗншӗн пысăк чыс. Хусан малашлăха та цифра аталанăвӗпе çыхăнтарать. Çавăнпа тӗнче спорчӗн историйӗнчи çӗнӗ страницине илемлӗн уçма хатӗр, — тесе пӗлтерчӗ Хусан мэрӗ Ильсур Метшин февралӗн 19-мӗшӗнче Хусан турнира уçма хатӗррине пӗрремӗш пресс-конференцире. (Сăнӳкерчӗк https://gofuture.games/events/igry-budushego-2024 сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ИгрыБудущего