Тутарстанра лаша шутне 1,5 хут ӳстерме тӗллев лартнӑ
Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров лаша ӗрчетес ӗçе аталантармалли регионти проект çинчен тата кӗрхи уй-хир ӗçӗсем мӗнле пынине каласа панă. Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ирттернӗ канашлăва республикăн Премьер-министрӗ Алексей Песошин тата Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Абдулганиев хутшăннă.