Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров лаша ӗрчетес ӗçе аталантармалли регионти проект çинчен тата кӗрхи уй-хир ӗçӗсем мӗнле пынине каласа панă. Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ирттернӗ канашлăва республикăн Премьер-министрӗ Алексей Песошин тата Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Абдулганиев хутшăннă.
Уй-хир ӗçӗсем: лаптăксен 78 процентне пуçтарса илнӗ
Юлашки вăхăтра ăшă та типӗ çанталăк тăнипе уй-хирти ӗçсен хăвăртлăхӗ ӳснӗ. Тырă пухса пӗтернӗ. Тыр-пулпа техника культурисене 1 миллион та 550 пин гектартан пуçтарса илнӗ, ку пӗтӗмӗшле пухса илмеллин 78 проценчӗ. Тата 450 пин гектартан пухса кӗртмелли юлнă, çав шутра 260 пин гектар хӗвелçаврăнăш, 100 пин гектар кукуруз тата 38 пин гектар соя.
Кăçал кукуруз тӗшшине 64 пин гектарта акнă — пӗлтӗрхинчен 20 пин гектар ытларах. Кукурузăна пӗр тонна пуçне 14 пин тенкӗрен ытларах хакпа сутсан 20 процент тупăш илме пулать. Кукуруза выльăхсене тăрантарма кирлӗ. Вăл вӗсене энерги, крахмал тата çуллă кислотасем парать. Хуçалăхсемпе фермерсене 500 пин тоннăна яхăн кукуруз кирлӗ, хальлӗхе вӗсем 280 пин тонна çеç туса илеççӗ.
Тутарстанра кăçалтан кукуруз упрамалли çӗнӗ меслетпе усă курма пуçланă. Ăна август уйăхӗнче Актаныш районӗнче иртнӗ тӗлпулура презентациленӗ. Кукуруз тӗшшине пӗтӗмпех типетмеççӗ, унăн нӳрӗкӗ 30-40 процент пулсан вырмана тухаççӗ. Чӗрчунсем кун пек апата лайăхрах çиеççӗ, ăна организм та лайăх йышăнать.
25 пин яхăн гектартан 1 миллион та 340 пин тонна сахăр кăшманӗ пухнă, вăтам тухăçлăх гектартан 540 цетнерпа танлашать. Заводсенче 444 пин тонна кăшмана тирпейлесе 57 пин тонна сахăр туса илнӗ.
Ăшă çанталăка пула тата тăпра нӳрлӗ пулнипе сезон пуçламăшӗнче лартнă кӗрхи культурăсем ытла та пысăк ӳснӗ. Малтанхи калчасенче шăна-пăван нумай пулни тӗп пучаха сиен кӳме пултарнине шута илсе вӗсене сăтăрçăсенчен ятарлă хатӗрсемпе сапаççӗ. Кая юлнă калчасене лайăхлатма ятарлă микроэлементсемпе усă кураççӗ. Паянлăха 185 пин гектар лаптăка тирпейленӗ.
Лаша ӗрчетесси: кашни районта 1000 пуç
ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе лаша ӗрчетес ӗçе пилӗк çуллăха аталантармалли регионта ятарлă проект хатӗрленӗ – 2027 çултан пуçласа 2031 çулччен, программăна пурнăçа кӗртес ӗç пуçланнă та.
Тӗп тӗллевсене Тутарстан Раисӗн Чӗнӳре палăртнă: лаша шутне 1,5 хут ӳстермелле, ăрат базине çирӗплетмелле, ачасемпе çамрăксен отраслӗпе кăсăкланассине йӗркелемелле, çамрăк специалистсене явăçтармалла тата лаша ӗрчетес йăла-йӗркене сыхласа хăвармалла.
Паян хуçалăхсен мӗнпур категорийӗнчи лашасен пӗтӗмӗшле шучӗ 31 пин те 800 пуç, çав шутра ял хуçалăхсенче — 18 пин те 600 пуç, харпăр хуçалăхсенче — 13 пин ытла. Лаша ӗрчетессипе республикăри 86 хуçалăх ӗçлет, чи нумай выльăх Саба, Балтаси тата Пăва районӗсенче. Республикăра 8 ăратлă хуçалăх — 7 ăратлă репродуктор тата 1 ăратлă завод ӗçлет. Пӗтӗмӗшле ăратлă выльăх – 1350 лаша, çав шутра 640 кӗсре.
Пилӗк çул хушшинче кашни районта лаша шутне 1000 пуç е ытларах та ӳстерме тӗллев лартнă. Кун валли халӗ ӗнтӗ лаша ӗрчетессине аталантарма, инфраструктура йӗркелеме тата выльăх-чӗрлӗх туянма хатӗр хуçалăхсемпе предпринимательсене палăртмалла.
Программа шайӗнче лаша ӗрчетекенсем субсиди илме пултараççӗ: ытти çӗртен лайăх лашасем туянма, лашасен шутне ӳстерме, проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлеме, витесем тума е тӗпрен юсама.
Уйрăмах тутар лашисен ăратне тимлӗх уйăрӗç. Паян вӗсене ӗрчетессипе пӗтӗмӗшле 1120 пуçлă 10 хуçалăх ӗçлет. Пуринчен ытла – Лениногорск, Тюлячи тата Элкел районӗсенче.
Нет комментариев