Пӗлтӗрхипе танлаштарсан туристсен шучӗ нумайрах пулсан та хăна çурчӗсем, ресторансем, туроператорсем 20 процент сахалрах тупăш илнӗ.
Сăлтавӗ – геополитика лару-тăрăвне, аэропортсем вăхăт-вăхăт ӗçлеменнине, бензин çухалса илнине тата инфляцие пула çынсем туроператор урлă мар, хăйсем тӗллӗн çул çӳреме тытăннинче. Кун пеккисем хулара виçӗ кунран ытла тытăнса тăмаççӗ, хăна çурчӗсенче мар, хваттерсенче чарăнаççӗ, гид услугисемпе усă курмаççӗ. Тутарстанри туристсен çуллахи сезонӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Татар-информ» агентствăра ТР Патшалăх туризм комитечӗн, «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникăн, ТР Туристсен агентствин ассоциацийӗн, «Тутарстан Республикин флочӗ» АО тата Менделеевск район администрацийӗн представителӗсем паллаштарчӗç.
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери туризм кунне паллă турăмăр.

«Туризм вăл эмоци, курса çӳрени кăна мар, ӗç вырăнӗ, налог тупăшӗ, территорисемпе инфраструктура аталанăвӗ», – туризм отраслӗнче ӗçлекенсене пурне те профессилле уявпа комитет ятӗнчен саламларӗ ТР Патшалăх туризм комитечӗн председателӗн çумӗ Анастасия Софьина.
Туризм отраслӗн динамикине хăна çурчӗсенче, санаторисенче, канмалли базăсенче, кемпингсемпе глэмпингсенче (республикăра вӗсем пӗтӗмпе 703 объект) миçе çын çӗр каçнă тăрăх хаклаççӗ. Росстат даннăйӗсем тăрăх кăçал çулталăк пуçланнăранпа 7 уйăхра вӗсенче 1,9 миллион çын çӗр каçнă. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 14 процент нумайрах ку. Июнь-июль кăтартăвӗпе Федерацин Атăлçи округӗнче Тутарстан – 1, Раççейӗпе 5-мӗш вырăнта.
Анастасия Софьина санатори сегменчӗн кăтартăвӗсем лайăххине уйрăммăн палăртрӗ, çулталăк пуçланнăранпа кунта канакансен шучӗ 16,6 процента ӳснӗ. Пӗтӗмпе 110 пин çын сывлăха çирӗплетнӗ, 35 пинӗ ытти кану учрежденийӗсенче. Çичӗ уйăхăн кăтартăвӗсемпе, санаторипе курортсенче канассипе Тутарстан Атăлçи тăрăхӗнче – 2, Раççейӗпе 7-мӗш вырăн йышăннă.
Тупăш 20 процент сахалрах
Туристсен шучӗ чакман пулсан та хăна çурчӗсем, ресторансем, туроператорсем 20 процент сахалрах тупăш илнине пӗлтерчӗ ТР Туристсен агентствин ассоциацийӗн президенчӗ Рамиль Мифтахов. Геополитика лару-тăрăвӗ, аэропортсем вăхăт-вăхăт ӗçлеменни, бензин çухалса илни тата инфляцие пула çынсем халӗ поездпа е машинăпа хăйсем тӗллӗн çул çӳреме тытăннипе çыхăннă ку. Паллă ӗнтӗ, кун пеккисем укçана перекетлес шутпа ытларах хваттер тара илсе пурăнма тăрăшаççӗ, гид услугисемпе усă курмаççӗ.

Вăтамран туристсем регионта виçӗ кунран ытла пурăнмаççӗ. Çавăнпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗ (тепӗр çул апрель уйăхӗнче паллă пулать) 2025 çулхинчен пӗчӗкрех пуласса кӗтмелле. Çапах та отрасль çӗнӗ лару-тăрăва хăнăхма тăрăшать. Турист Хусанта тата тепрер кун юлса хулапа паллашма çӗнӗ кану мелӗсем, çӗнӗ локацисем шырать. Регион тăрăх курса çӳрес текенсем те пур иккен, вӗсем Лайăш, Атня, Пăва, Пӗкӗлме, Алексеевски, Кукмор, ытти районсемпе интересленеççӗ.
ТР Патшалăх туризм комитечӗ партнерсемпе пӗрле тӗрлӗ локацире мероприятисем йӗркелет. «Место Татарстана» брендпа пӗрле темиçе мероприяти те ирттернӗ. Çав шутра «Камское море» пляжра та. Çӗнӗ йышши кану илӗртет туриста. Анастасия Софьина ку енӗпе малалла ӗçлессине каларӗ. «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникра та туристсем пӗлтӗрхинчен чакни сисӗннине музей-заповедникăн культура программисен уйрăмӗн ертӳçи Анастасия Романова пӗлтерчӗ. Кремль территорийӗнче уçă тӳпе айӗнче нумай мероприяти ирттерсе туристсене илӗртеççӗ вӗсем. Калăпăр, урам театрӗсен фестивальне халăх питӗ ырласа йышăннă.
Шыв тăрăх çӳреме юратаççӗ
Шыв-шур тăрăх экотуризм вара кăçал ӳснӗ. Шыв-шур транспортне кăçал 361 045 çын суйланă, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5,5 процент нумайрах, кун çинчен «Тутарстан флочӗ» АО генеральнăй директорӗ Роман Лизалин пӗлтерчӗ. Навигаци уçăлнăранпа 1594 кимӗ-карап чарăнса 253 пин турист Тутарстанпа паллашнă. «Тутарстан флочӗн» хăйӗн 22 кимӗ-карапӗ куллен рейса тухать. Чи нумай турист метеорпа Аслă Пăлхар хулине кайма кăмăл тунă, 60 455 çынна турттарнă кунта, пӗлтӗрхинчен 18 процент нумайрах. Чăн та, Свияжск утрав-хулана килнӗ туристсен шучӗ вара кăшт чакнă. Сезон пуçланнăранпа метеорпа унта 50 пин çын кайнă.
Хусан – Çырчалли çӗнӗ маршрута маларах туристсем кăна суйланă пулсан, каярах ахаль пассажирсем те кăмăлланă. Ку рейспа 9000 çын усă курма ӗлкӗрнӗ. Çавăнпа рейса 2027 çулта та сыхласа хăварас шутлă.

«Камское Устьене рейс халăха килӗшессе эпир чухланă-ха, анчах çак таранах тесе шутламан. Маршрута сезон çурринче кăна уçрăмăр пулсан та метеорсем кашнинче 100 проценчӗпех туллин çӳрерӗç», – экотуризмпа çыхăннă çӗнӗ маршрут халăха килӗшнине палăртрӗ Роман Лизалин.
Çитес сезонра Тутарстан çыннисемпе хăнасен Менделеевск хулине те метеорпа кайма май пулӗ. Май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен кунта çӗнӗ дебаркадер вырнаçтараççӗ те çӗнӗ маршрут уçаççӗ. Тепӗр виçӗ çӗнӗ чарăну Менделеевская Слобода, Рыбная Слобода тата Менделеевск пулассине те каларӗ спикер. Роман Лизалин сăмахӗпе вӗсен тӗллевӗ – шыв-шур транспорчӗпе республика çыннисемпе хăнисем хăйсене кирлӗ вырăна пур çӗре те çитме пултарччăр.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев