Хусан–Арск маршрутпа çӳрекен электричка тăрринче çул çитмен тăватă ача пыни çинчен видео çак кунсенче интернетра сарăлнă. Вӗсем унта хăйсем хушшинче калаçаççӗ, телефон çине видео ӳкереççӗ. Кун пек иртӗхни хăрушсăр мар, çӳлтен ӳкес тата ток çапас хăрушлăх пысăк.
Горький чугун çулӗн тӗп инженерӗн çумӗ Евгений Ананьин «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, кăçал çулталăк пуçланнăранпа Горький чугун çулӗ çинче кăна çапла майпа тăватă ача аманнă, вӗсенчен виççӗшӗ сурансене пула сывă юлайман. Телее, хальхинче Хусан-Арск поездăн пассажирӗ ачасене вăхăтра асăрхаса салонри «пассажир-машинист» çыхăнупа (вӗсем электричкăн кашни салонӗнче пур) пӗлтернӗ те локомотивăн бригади поезда чарса ачасене хăрушă вырăнтан антарса ӗлкӗрнӗ.
Евгений Ананьин сăмахӗпе, ачасем пуйăс тăррине хăпарнине курсан тӳрех чугун çул транспорчӗн ӗçченӗсене çӳлерех асăннă çыхăнупа пӗлтермелле, енчен те апла тума май çук-тăк, МЧСа, полицие е 112 телефонпа шăнкăравласа каламалла. Кун пек информаци чугун çул çинчи правилăсене пăсаканăн пурнăçне сыхласа хăварма пулăшать.
Нет комментариев