Варя Попова: «Ман видеоролик çак паллă çын çуралнă вăхăта туйма пулăшасса шанатăп»
Çӗнӗ хыпарсем

Варя Попова: «Ман видеоролик çак паллă çын çуралнă вăхăта туйма пулăшасса шанатăп»

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса заявка хальхинче Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Варвара Поповăран килчӗ.

Варвара Попова. А.Новикова сăнӳкерчӗкӗ.«Юлашки тӗлпулу» 

Конкурс уншăн паллă ентешӗ, чăваш букварӗн авторӗ Иван Яковлевич Яковлев çинчен тепӗр хут аса илтермелли май иккен. Çитменнине тăван шкулӗ кăçал 155 çул тултарать. Ăна шăпах патриарх 1871 çулта уçнă пулнă, халӗ шкул И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленет. Варя конкурса «Юлашки тӗлпулу» фильмпа хутшăнса Иван Яковлевич çинчен хальччен пӗлмен фактсемпе паллаштарасшăн.

«Манăн герой» темăна мар (тӗрӗссипе, ку та питӗ килӗшӳллӗччӗ пек), «Ман тăван тăрăхăн историйӗ» темăна суйланă Варя. Паллă ӗнтӗ, паллă ентешӗпе çыхăнтарса. Иван Яковлевич çинчен çырнă кӗнеке, тӗпчев ӗçӗсен шутне тӳрех калама та çук. Апла пулсан та кăннакушкисен каламалли кăна мар, кăтартмалли тата пур иккен-ха.

«Пирӗншӗн, Кăнна Кушки ялӗнче пурăнакансемшӗн, Иван Яковлевич истори кӗнекисенчен илнӗ ят кăна мар, вăл пирӗн ентеш, пирӗн мăнаçлăх. Иван Яковлевич Яковлев пӗлӳпе воспитани хăватне ӗненнӗ, унăн еткерлӗхӗ паянхи кун та актуаллă. Эпӗ çак конкурса хутшăнса вăл тăван ялта юлашки хут мӗнле пулни пирки каласа парасшăн. Çавăнпа хамăн ӗçе «Юлашки тӗлпулу» тесе ят патăм. Ман видеоролик çак паллă çын çуралнă вăхăтăн сывлăшне туйма пулăшасса шанатăп», – мӗншӗн пулас кинона çак ят панине ăнлантарать Варвара Попова.

Варя – питӗ маттур хӗрача. Йышлă çемьере ӳсет, 7 ачаран чи асли вăл. Шкулта лайăх паллăсемпе кăна вӗренет. «Маттур ачасем» районти чăваш ачисен мероприятине, И.Я.Яковлевпа çыхăннă конференцисене пӗрре те хутшăн­масăр юлмасть.

«Пӗлтӗр эпир И.Я.Яковлев çинчен тӗпчев ӗçӗ те çыртăмăр. Иван Яковлевич çырнă чăвашла калавсене пухса альбом турăмăр. Виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ вăл ун чух. Варя питӗ вулама юратать», – каласа пачӗ Кăнна Кушки шкулӗн истори учителӗ Альбина Артуровна Новикова. Варвара Поповăна шăпах вăл «Шкул ачисен чăвашла кинофес­тивалӗ» конкурса хатӗрлет иккен. 

Варвара Попова вӗрентекенӗпе. А.Новикова сăнӳкерчӗкӗ.
Варвара Попова Альбина Артуровнăпа. 

Сăмах май, Альбина Артуровна виççӗмӗш çул хăй кабинетӗнче йӗркеленӗ музей кӗтесне ертсе пырать. Варя ăна ку ӗçре нумай пулăшать иккен.

Иван Яковлевич çинчен хальччен пӗлмен фактсем

Иван Яковлевичпа çыхăннă, пурте питех пӗлмен материалсем шырать. Тӗслӗхрен, Кăнна Кушкинчен тухнă тепӗр паллă çыннăн, чăваш театрне йӗркелекенӗн, театрпа кино режиссерӗн Иоаким Максимов-Кошкинскин ашшӗ Степан Максимов Иван Яковлевич патӗнче кучерта ӗçленӗ пулнă иккен.

«Эпир Иван Яковлевич хă­йӗн хӗрӗпе юлашки хут яла килни пирки информаци тупрăмăр. Иоаким Максимов-Кошкинский шкул 110 çул тултарнă тӗле çыр­нă асаилӗвӗнче вуласа пӗлтӗмӗр кăна. Иван Яковлевич мӗнле, хăш вăхăтра килнӗ, ăçта çӳренӗ, вăл мӗнле тумпа пулнă, ял çыннисем ăна мӗнле астуса юлнă, вăйă карти ăçта пулнине кăтартас тетпӗр. Юлашки хут вăл хăçан, мӗнле килсе кайнине кашни çынах пӗлмест, çавăнпа çакăн çинче чарăнтăмăр.

Ролика Варя хăй те ӳкерет, хăйех каласа парать. Вӗçӗнче И.Я.Яковлев музейӗн директорӗнчен интервью та илес­шӗн-ха. Пӗрремӗш-иккӗмӗш вырăнсем йышăнтарас тӗллев мар манăн, Варя хăй çак темăпа ытларах интереслентӗр, хăй шыратăр, хăй туса куртăр тетӗп», – терӗ Альбина Артуровна.

Конкурса вӗсем Иван Яковлевич çинчен документпа биографиллӗ кино ӳкерсе хутшăнма шутланă. Уяр çанталăк тăнипе усă курса вӗсем пирвайхи кадрсене ӳкернӗ те ӗнтӗ. Мӗнех, фильма питӗ кӗтетпӗр. Варвара Поповăна вара ăнăçу сунатпăр.

Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вӗренекен Варвара Попован хăйпе паллаштаракан видеоне «Сувар» хаçатăн соцсетьсенчи, мессенджерсенчи ушкăнӗсенче паллашма пулать. Туссем, сиртен заявкăсене октябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр. Васкăр! Çӗнтерӳçе приз – 10 пин тенкӗ – кӗтет. 

 

А.Новикова сăнӳкерчӗкӗ.

 


Тетюшский район Иван Яковлев просветитель #ЧувашскийШкольныйКинофестиваль Варвара Попова

Нет комментариев