Фарид кайрӗ, Фарид килчӗ. Патшалăх Канашӗн вӗр-çӗнӗ Председателӗ çинчен
Тӗп хыпар

Фарид кайрӗ, Фарид килчӗ. Патшалăх Канашӗн вӗр-çӗнӗ Председателӗ çинчен

Тутарстан парламентарийӗсем 24-мӗш ларăва пуçтарăнчӗç те хăйсен ертӳçине вӗр-çӗнӗ депутата Фарид Абдулганиева суйласа лартрӗç.

Республикăн политика пурнăçӗн ӗнерхи кунӗ пӗлтерӗшлӗ пулăмсемпе палăрчӗ. Ирхине ТР Раисӗ Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухрӗ. Çавăнта Рустам Минниханов Раççей Геройне Александр Лапина вице-премьер статусӗпе Правительствăра СВОна хутшăннисене тӗрев парассипе тытăма ертсе пыма сӗнчӗ.  Çакăн хыççăн Тутарстан парламентарийӗсем 24-мӗш ларăва пуçтарăнчӗç те хăйсен ертӳçине вӗр-çӗнӗ депутата Фарид Абдулганиева суйласа лартрӗç.

24-ое заседание Государственного Совета РТ

Вăт çакăн пек кӗтмен пăрăнăç. Мартăн 17-мӗшӗнче Фарид Мухаметшин вăхăтран маларах парламент пуçлăхӗн тивӗçӗсене хăварассине пӗлтерсен Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлама унăн çумне Марат Ахметова шанса пачӗç. Тивӗçлӗ те йӗркеллӗ илсе пычӗ вăл ку ӗçе. Парламент креслине вăлах йышăнассипе иккӗленӳ çукчӗ нумайăшин. Çавăнпа ӗнерхи черетлӗ ларура 81 депутат, пӗр хирӗççисӗр пуçне, пӗр саслă пулса Фарид Абулганиева парламент пуçлăхӗ пулма килӗшсе сасăларӗ.

Кам-ха вăл Фарид Абулганиев?

Паллах, парламентра ӗçленӗ опытсăр çынна ку вырăна пани ыйтусем çуратрӗ. Нумайăшӗ кам-ха вăл кам Фарид Абулганиев тесе биографине чăштăртаттарма пуçларӗ пулӗ. Вӗренӳ çулне пăхсан, вăл лайăх экономика шкулне пӗтерни курăнать. Хусанти патшалăх экономикăпа финанс институтне пӗтернӗ, унтан Мускаври «Сколково» управлени шкулӗнче МВА программăпа вӗренсе тухнă. Экономика наукисен докторӗ. Ертӳçӗ опычӗ çирӗп. Виçӗ çула яхăн экологипе çутçанталăк ресурсӗсен, унтан икӗ çул экономика министрӗсенче умлă-хыçлă ӗçлерӗ. 2020 çултан пуçласа ӗнерхи кунччен тенӗ пек республикăри предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе ӗçлерӗ.

Председатель Государственного Совета РТ Фарид Абдулганиев

Фарид Абулганиевăн куçа курăнакан чи вăйлă паллисенчен пӗри вăл –интеллигентлăх, виçеллӗ калаçăвӗ. Аса илтеретпӗр, Абдулганиев иртнӗ суйлавра ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйланчӗ. Ун кандидатурине «Единая Россия» фракци сӗннӗ. Çапла парламента лекнӗ хыççăн пӗр эрнерен ăна тӳрех Председатель вырăнне шанса пачӗç. Ун кандидатурине пăхса тухма ларура ТР Патшалăх Канашӗн вице-председателӗ Юрий Камалтынов сӗннӗ.

«Фарид Султановича эсир пурте пӗлетӗр. Пӗрле эпир нумай ыйтупа ӗçленӗ. Вăл лайăх йӗркелӳçӗ. Хăй умне лартнă ыйтусене пысăк профессилӗхпе татса парать», – тенӗ Юрий Зимелевич

Юрий Камалтынов. Фарид Абулганиев

Мӗнле йышăннă-ха ăна ӗçтешӗсем?

Леонид Якунин «Татар-информ» корреспондентне каланă тăрăх, хапăл туса йышăннă. Ун сăмахӗпе, малашне çӗнӗ Председателе  парламентăн ӗçне лайăхлатасси кӗтет.

«Паян вăл Патшалăх Канашӗн пӗрремӗш ларăвне ирттерчӗ. Хăйне питӗ шанса тытрӗ. Çавăнпа Патшалăх Канашӗн ӗçне лайăхлатасси кӗтет ăна малашне. Вăл экономика наукисен докторӗ. Профессор. Çирӗп опытлă. Çавăнпа – малалла», – тенӗ депутат.

Депутат ГС РТ Леонид Якунин

Тепӗр депутата, ТНВ телеканал ертӳçине Ильшат Аминова, çӗнӗ пуçлăх тутар чӗлхипе культури, вӗрентӳпе истори ыйтăвӗсем çине епле пăхни шухăшлаттарать. Экономикăра шайланине ырламалла, анчах ун шучӗпе парламентерăн тӗрлӗ енлӗ пулмалла. Ун ыйтăвне хуравласа Фарид Абдулганиев тутар чӗлхипе литературин витӗмӗнче ӳснине пӗлтернӗ. Амăшӗ унăн тутар чӗлхи вӗрентекенӗ пулнă иккен.

«Паллах, мана цифрăпа нумай ӗçлеме тиврӗ. Анне тутар чӗлхи вӗрентекенӗ пулнипе эп тутар чӗлхине, юррисене итлесе ӳснӗ. Каярах купăспа калама та вӗрентӗм», – ӗçтешӗн пăшăрханăвне сирсе хуравланă вăл.

Ун шучӗпе, хăв халăхăн культурипе литературине, историне пӗрремӗшӗнчен лайăх пӗлмелле, иккӗмӗшӗнчен упрамалла, виççӗмӗшӗнчен аталантармалла.   Фарид Абдулганиев депутатсем умӗнче сăмах тытса республика парламенчӗ тунă çитӗнӳсене, кăтартăвӗсене шута илсе малалла ӗçлеме хатӗррине пӗлтерчӗ. Тутарстан парламентаризмӗ хăйӗн пӗр ӗмӗре яхăн историйӗнче республика аталанăвӗн, унăн социаллă экономикăри çитӗнӗвӗсен, граждансен туслăхӗпе килӗшӗвӗн çирӗп право никӗсне йӗркеленӗ.

Республика ертӳçин шучӗпе çынсемшӗн ку ниме те пӗлтермест

«Тутарстан вăл – закон кăларассипе чи прогрессивлă система йӗркеленнӗ регион. Пирӗн республикăра йышăннă законсем федераллă право акчӗсене йӗркелемелли никӗс те пулса тăраççӗ», – терӗ Патшалăх Канашӗн çӗнӗ Председателӗ унчченхи ӗçтешӗсен тивӗçӗсене хакласа.  

Раис РТ Рустам Минниханов

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Патшалăх Канашӗн çӗнӗ Председательне саламласа ăнăçу сунчӗ. «Фарид Султанович лайăх çул утса тухрӗ. Хулара та ӗçлерӗ, министерствăсенче те. Пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе нумай ӗç турӗ», – палăртрӗ республика ертӳçи. Ун сăмахӗпе, хуть мӗнле ӗçре те вăл е ку компетенцисем кирлӗ. Вӗсене вăл çав шутра парламентăн Хисеплӗ Председателӗ Фарид Мухаметшинран тата опытлă çумӗсенчен те илме пултарать. «Чи кирли – эпир туслă ӗçлени. Мӗнле партирен пулни пӗлтерӗшлех те мар. Ахаль çынсемшӗн ку ниме те пӗлтермест. Чи кирли – республикăри ырă пурнăçшăн ӗçлесси», – пӗтӗмлетрӗ республика ертӳçи.

Биографирен.

Ф.С. Абдулганиев 1976 çулхи мартăн 13-мӗшӗнче Хусанта çуралнă. 1998 çулта Хусан патшалăх финанспа экономика институтне, 2015 çулта Мускаври «Сколково» управлени шкулне пӗтернӗ.

2001 – 2005  – Хусан хула администрацийӗн «Правопорядок» хула фончӗн ӗç тӑвакан директорӗ.

2006 – Хусан хулин Ӗçтӑвкомӗн Экономика аталанӑвӗн комитечӗн стратегилле планлассипе территори аталанӑвӗн пай  пуçлӑхӗ.

2006 – 2009 – Хусан хулин Ӗçтӑвкомӗн Экономика аталанӑвӗн комитет председателӗн çумӗ.

2009 – 2015  – «Деревня Универсиады»  мэрӗ.

2015 – 2018 – ТР экологипе çутçанталӑк ресурсӗсен министрӗ.

2018 – 2020 – ТР экономика министрӗ.

2020 – ТР Президенчӗн пулӑшуçи.

2020 – 2026 ТР Раисӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнӑй – ТР Раисӗн пулӑшуçи.

2026 çулхи сентябрӗн 28-мӗшӗнчен –  ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ.  

Экономика наукисен докторӗ, профессор.

Тутарстан Республикин тата Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ экономисчӗ.

«Тутарстан Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медалӗпе, РФ Президенчӗн Хисеп хучӗпе, «За доблестный труд» медальпе тата ытти наградăсемпе чысланнă.

Авланнă, икӗ ача ашшӗ.

Фото: https://gossov.tatarstan.ru сайт. 

 


#Государственный Совет РТ

Нет комментариев