2027 çула Рустам Минниханов Минтимер Шаймиев çулталăкӗ тесе палăртрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

2027 çула Рустам Минниханов Минтимер Шаймиев çулталăкӗ тесе палăртрӗ

Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗ умне çулленхи Чӗнӳпе тухрӗ. Чи интереслӗ самантсенчен пӗри вăл – çитес çулталăка мӗнле паллăпа ирттерессине пӗлтерни. Ку хăйне евӗр интрига кашнинче.

Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗ умне çулленхи Чӗнӳпе тухрӗ.

Яланхи пек вăл С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртрӗ. Мероприятие патшалăх власть органӗсен, тӗн представителӗсем, министерствосемпе ведомствосен, организацисемпе предприятисен ертӳçисем, обществăлла организацисен лидерӗсем, муниципаллă районсен пуçлăхӗсем, чӗннӗ хăнасем хутшăнчӗç.

Послание Раиса РТ Государственному Совету РТ

Республикăн социаллă экономикăн кашни сферăри тунă ӗçсемпе пӗтӗмлетӳсене, çитес çула лартнă тӗллевсемпе тата задачăсемпе паллаштарнă хыççăн чи интереслӗ самантсенчен пӗри вăл – çитес çулталăка мӗнле паллăпа ирттерессине пӗлтерни.

Чӗнӗвӗн вăрăм тексчӗпе паллаштарнă хыççăн Рустам Минниханов Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президентне, ТР Патшалăх Канашçине, РФ Ӗç Геройне Минтимер Шаймиева аса илчӗ. Республикăри çитӗнӳсен çулне ун ячӗпе çыхăнтарса ТР Раисӗ 2027 çул – Минтимер Шаймиев çулталăкӗ пулассине пӗлтерчӗ.

Герой Труда РФ, первый Президент РТ Минтимер Шаймиев

«Паянхи мероприятие манăн хисеплӗ Минтимер Шариповичăн сăмахӗсемпе вӗçлес килет. Без булдырабыз! Эпир пултаратпăр!»  – терӗ Рустам Минниханов.

Раис РТ Рустам Минниханов

Калас пулать, çитес çул Минитимер Шаймиев хăйӗн 90-çулхи юбилейне паллă тăвать. Рспубликăра çитес çулталăк ун ячӗпе иртни пире пурне те пӗрле çак сумлă юбилее паллă тума чӗнни пулать пулӗ.

Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

 


Послание Раиса РТ

Нет комментариев