Йăлт видеодомофон юсаканăн ятӗнчен шăнкăравласа телефон çине СМСпа килнӗ кода калама ыйтнинчен пуçланнă.
Пӗкӗлмере çемьен пухăннă 6,3 миллион тенкӗ укçине ултавçăсене 19-ти ывăлӗ хăранипе хăйех панă. Йăлт видеодомофон юсаканăн ятӗнчен шăнкăравласа телефон çине СМСпа килнӗ кода калама ыйтнинчен пуçланнă. Кун хыççăн «Патшалăх услугисем» порталӗнчи страницине кӗнӗ ултавçăсем тепӗр хут шăнкăравласа ăна ун ячӗпе Украина террорисчӗ доверенность тунă, хăй террористсене укçан пулăшу пама пултарнă тесе хăратнă. Айăплă маррине ӗнентерес тесен каччăн çемьери мӗнпур укçана илсе Тӗп банкра деклараци тумашкăн банк сотрудникне памалла имӗш. Кун çинчен вара никама та пӗлтермелле маррине хытарсах каланă.
Çапла каччă килти сейфри мӗнпур укçана (6,3 миллион тенкӗ) кӳршӗллӗ Пушкăртстанри Буздяк ялӗ патӗнче кӗтекен курьера кайса панă. Килтисем ывăлӗ телефон тытманнипе, килте укçа çухалнипе сисчӗвленнӗ. Каярах ывăлӗ хăй киле шăнкăравласа ултавçăсен аллине лекнине пӗлтернӗ. Телее, полици сотрудникӗсем вăхăтра оперативлă шырав йӗркелесе хайхи курьера тытса чарнă. Ешӗлвар районӗнче пурăнакан, судпа пӗрре айăпланнă 34-ри арçын иккен вăл. Курьерта ӗçлекенскер, мессенджер урлă килнӗ задание пурнăçланă. Каччăран илнӗ пакета Лениногорск çулӗ çинче хăварнă. Ултав схемине йӗркеленӗ çынсене шыраççӗ, следстви пырать, тесе пӗлтерет ТР ШӖМ пресс-служби.
Нет комментариев