Мамадыш тата Пӗкӗлме районӗсенче пурăнакансем упа йӗрӗсем курни тата вӗсемпе вăрмансенче тата ялсен çывăхӗнче тӗл пулни çинчен пӗлтереççӗ. ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, халӗ республикăра 90 яхăн упа пурăнать — вунă çул каяллах вӗсем 35-ӗн кăна пулнă.

Сунарçăсем ăнлантарнă тăрăх, упасем республикăна вăрман пушарӗсене пула килеççӗ. Уйрăмах вӗсем Марий Эл, Удмурти тата Киров облаçӗсем çумӗнчи районсенче пурăнаççӗ. Анчах юлашки çулсенче упасене Çӳлту, Лайăш, Пӗтреç, Ешӗлвар районӗсенче те тӗл пулнă.
Сентябрь тата октябрь уйăхӗсем — упасемшӗн хӗллехи ыйхă умӗнхи хастар тапхăр, вӗсен çу запасӗ пухмалла. Вăрманта апат яланах çитмест, пикниксемпе çӳп-çап куписем вӗсене илӗртеççӗ, апат шыраса вӗсем çынсен пурăнакан çӗре тухма пултараççӗ.
Тутарстанра çичӗ упана тытма ирӗк панă, сентябрӗн 20-мӗшӗ тӗлне Мамадыш районӗнче пӗрне тытнă та ӗнтӗ.
Вăрманта чӗрчунпа тӗл пулсан хăвăра мӗнле тытмаллине МЧС специалисчӗсемпе сунарçăсем аса илтереççӗ:
- Чӗрчуна тӗл пулсан, хăраса ӳкмелле мар, ăна куçран пăхмалла мар (вăл çакна сирӗн енчен агресси пек йышăнать), ерипен аяккалла пăрăнса каймалла.
- Кирек мӗнле пулсан та, ун енне çурăмпа çаврăнма тата чупма юрамасть. Чӗрчун çывхарсан, ăна хытă сасăпа хăваласа яма тăрăшăр.
- Çавăн пекех апат юлашкине вăрманта ан хăварăр.
- Нихăçан та упа çурисем патне ан çывхарăр, вӗсем сире çав тери кăмăллă та хитре пек туйăнсан та. Вӗсене çитерме е илӗртме ан тăрăшăр. Упа çурисен амăшӗ яланах вӗсен çумӗнче.
- Упана ял тăрăхӗнче курсан — 112 номерпе шăнкăравлăр
Специалистсем палăртнă тăрăх, Тутарстанра упасен йышӗ ӳссех пырӗ. Вăрмансем йышлă районсенче пурăнакансене асăрхануллăрах пулма, апат каяшне урамра хăварма хушмаççӗ.
Нет комментариев