Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ министерстви ача сачӗсем валли федерацин пӗрлехи программисене хатӗрленӗ

Раççей Çутӗç министерстви шкул çулне çитменнисен вӗрентӗвӗ валли федерацин пӗрлехи программисене туса пӗтернӗ. Кун пирки РИА Новости панă интервьюра ведомство пуçлăхӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.

Фото ИА Маларах ача сачӗсем федераци патшалăх стандарчӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳ программисене хăйсем суйлама пултарнă. Халӗ вара ӗçсен, воспитани мероприятийӗсен тата аталану практикисен содержанине пӗрпеклетеççӗ. Министр каланă тăрăх, çак улшăнусем ача сачӗсенче вӗрентессине çӗршывӗпех пӗр тума пулăшӗç. Çакă кашни ачана — региона тата шкул çулне çитменнисен уйрăм учрежденине пăхмасăр — хăйӗн ӳсӗмне тивӗçтерекен тӗп пӗлӳ тата хăнăху илме май парать.

Халӗ кашни ӳсӗм ушкăнӗ валли пӗрлехи методика комплекчӗсем хатӗрленӗ. Воспитательсен  материалсене шыраса хăйсем валли адаптацилесе вăхăт ирттермелле мар. Хатӗр программăсем занятисене  лайăхрах йӗркелеме пулăшӗç.

Вӗрентекенсенчен чылайăшӗ пуçарăва ырлать. Çӗнӗ йӗрке ача сачӗсенче, уйрăмах малтан вӗренӳ материалӗсем çитмен пӗчӗк хуласенче те ялсенче, вӗренӳ пахалăхне лайăхлатма пулăшӗç тесе шутлаççӗ. Анчах экспертсем палăртнă тăрăх, воспитательсем пултаруллă мелпе усă курма тата кашни ачан уйрăмлăхӗсене шута илме чарăнмалла мар.

Ача сачӗсем валли пӗрлехи программăсем хатӗрлесси — Çутӗç министерствин Раççейре пӗрлехи вӗрентӳ тытăмне тунă пысăк ӗçӗн пӗр пайӗ. Маларах çавăн пек стандартсене шкул вӗрентӗвӗнче ӗçе кӗртнӗ: пуçламăш тата тӗп шкул валли федерацин пӗрлехи вӗренӳ программисене, çавăн пекех хăш-пӗр предметсемпе пӗрлехи учебниксене çирӗплетнӗ.

Çӗнӗ программăсем çывăх вăхăтра ӗçлеме пуçлаççӗ. Министерство педагогсене методика тӗлӗшӗнчен пулăшас тата шкул çулне çитменнисен вӗрентӗвӗн пахалăхне сăнаса тăрас ӗçе малалла тăсӗ. 


детский сад Минпросвещения единые федеральные рабочие программы

Нет комментариев