Чăваш халăхӗн мухтавлă ывăлӗ çуралса ӳснӗ çурт çине Асăну хăмине çакас мешехене Валерий Яковлевăн мăшăрӗпе ывăлӗ, тăванӗсем, вӗренекенӗсем, ӗçтешӗсем, ял-йыш, округ администрацийӗн представителӗсем хутшăннă

Ку эрнере Чăваш Енри Шăмăршă округӗнчи Виçпӳрт-Шăмăршă ялӗнче театр актерӗн, режиссерăн, сценографăн, СССР халăх артисчӗн, нумай çул хушши Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳçи пулса тăрăшнă Валерий Николаевич Яковлевăн Асăну хăмине уçнă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат.
Чăваш халăхӗн мухтавлă ывăлӗ çуралса ӳснӗ çурт çине Асăну хăмине çакас мешехене Валерий Яковлевăн мăшăрӗпе ывăлӗ, тăванӗсем, вӗренекенӗсем, ӗçтешӗсем, ял-йыш, округ администрацийӗн представителӗсем хутшăннă.

Асăну хăмине Валерий Николаевичăн мăшăрӗ, РСФСР халăх артистки Нина Яковлева, ывăлӗ Вадим Яковлев тата Шăмăршă муниципаллă округӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Сатеев уçнă.

Унта Валерий Яковлева халалланă мероприяти Шăмăршăри Культура керменӗнче малалла тăсăлнă. К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем кунта «Вӗри юнлă çемçе чун» спектакльпе сцена çине тухнă. Ку драмăна шăпах Валерий Яковлев лартнă. Пуçласа вăл куракан умне 2015 çулта тухнă.
Сăнӳкерчӗксем «Хыпар» хаçатăн.
Нет комментариев