Хусанта СНГ прокурорӗсем ют çӗршывран активсене тавăрассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç
Тӗп хыпар

Хусанта СНГ прокурорӗсем ют çӗршывран активсене тавăрассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç

Ирӗклӗ Патшалăхсен Пӗрлӗхӗн генеральнăй прокурорӗсен координаци канашӗн 36-мӗш ларăвӗ Хусан Ратушинче пулчӗ. Ларура ют çӗршывсенчен активсене тавăрассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç.

СНГ çӗршывӗсемпе пире историлле тарăн çыхăну тата гуманитари енлӗ анлă повестка пӗрлештерсе тăни пирки каларӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов Ирӗклӗ Патшалăхсен Пӗрлӗхӗн генеральнăй прокурорӗсен координаци канашӗн 36-мӗш ларăвӗнче. Мероприяти яланхи пек Хусан Ратушинче пулчӗ.  

36-го заседание Координационного совета генеральных прокуроров государств - участников Содружества Независимых Государств.

Ларăва хутшăннисене Раççейӗн Генеральнăй прокурорӗ Александр Гуцан саламласа Тутарстан ертӳлӗхне мероприятие йӗркеленӗшӗн тав турӗ. «Кунта Тухăçпа Анăç килӗшӳре пурăнаççӗ. Пирӗн профессилле калаçу ырă атмосферăра иртни, пӗр-пӗрне шанни мана уйрăмах савăнтарать», – терӗ Александр Гуцан.  Ларура ют çӗршывсенчен активсене тавăрассипе çыхăннă ыйтусене  сӳтсе явасси тӗп вырăнта пулнине пӗлтерчӗ.

«Тема актуаллăхӗ чи  малтан транснационаллă преступленисемпе çыхăннă. Законпа пăхăнман тупăш кӗске вăхăтра юрисдикцисем хушшинче унта-кунта çӳрет, номиналлă мар хуçасен аллине лекет, анонимлă виртуаллă  акивсене хурăнать».

Йăлари механизмсем çак вызовсене оперативлă курса чарма ялан пулăшаймаççӗ. Лару-тăрăва хăш-пӗр çӗршывсен ертӳçисем право пулăшăвне парассине политизацилени япăхлатать. Çакăн чухне вăйсене пӗрлештерни, пӗрле право йышăнăвӗсем туни кирлине, пуриншӗн те пӗр пулакан хăрушлăхсене хирӗç тăма кирлине палăртрӗ Раççейӗн Генеральнăй прокурорӗ.

36-го заседание Координационного совета генеральных прокуроров государств - участников Содружества Независимых Государств.

Рустам Минниханов СНГ çӗршывӗсемпе хутшăнса ӗçлесси республикăшăн тӗп вырăнта пулнине асăрхарӗ. Хусан юлашки çулсенче халăхсен хушшинчи проблемăсене татса памалли диалог площадки пулнине палăртрӗ.

«Нумай çӗршывпа эпир тӗрлӗ енпе ӗçлессипе килӗшӳсем тунă, пӗрлехи ӗçӗн çул карттисем пурнăçланаççӗ. Тулашри çыхăнусене аталантармашкăн Тутарстанăн  Азербайджанри, Беларуçри, Казахстанри, Туркменистанпа Узбекистанри представительствисем пулăшнине асăнчӗ. Хусанта та асăннă çӗршывсен генеральнăй консульствисем пур», – терӗ республика ертӳçи.

Тутарстанпа СНГ çӗршывсен хушшинчи тавар çаврăнăшӗ 2,6 миллиард тенкӗпе танлашнине, гуманитари сферинчи хутшăнусем те çирӗппӗн аталанса пынине каласа хăварчӗ. Ун сăмахӗпе, çаксем пурте республикăна пур енлӗ аталанма çул уçса пыраççӗ. «Право сыхлассипе надзор ӗçӗн практикисемпе ылмашăнни палăртнă проблемăсене татса пама майсем уçассине шанатăп», – тенӗ Рустам Минниханов ӗçре ăнăçу сунса.

Активсене ют çӗршывран тавăрма Раççейӗн кирлӗ хатӗрсем пур

Малалла Александр Гуцан ют çӗршывсенчен активсене тавăрассипе Раççейре ӗç мӗнлерех йӗркеленнипе паллаштарчӗ, ку енӗпе халăхсен хушшинчи хутшăнусене аталантарассипе сӗнӳсем пачӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин тупăша легализацилеме чăрмантарассине хирӗç тăрассипе ыйтăва наци системине кӗртнине, ку стратегилле приоритетсен шутӗнче пулнине пӗлтерчӗ.  Система активсене тавăрассин пӗрлехи алгоритмне тума, юстици органӗсен килӗшӳллӗ ӗçне йӗркелеме, финанс разведкине пурнăçлама, ют çӗршывра упранакан пурлăха тупса ăна тавăрма майсем туса парать. Çак ӗçсене Генеральнăй прокуратура хăй тимлесе тăрать.

36-го заседание Координационного совета генеральных прокуроров государств - участников Содружества Независимых Государств.

Вăл палăртнă тăрăх, СНГ çӗршывӗсенче паян криптовалютăна тата  ытти виртуаллă активсене тупса вӗсене «шăнтма» кирлипе, вӗсен цифра çулне палăртассипе, хакне упраса хăварассипе тӗл пулаççӗ. Ку задачăсене татса парас тӗллевпе Раççейре Генеральнăй прокуратура хутшăннипе цифра валютин, цифра прависен çаврăнăшӗпе закон йышăннă. Вӗсене арестлессипе, конфискацилессипе, тата мӗнле майпа кăларса упраса хăварассин механизмӗсене хатӗрленӗ.   

«Ку евӗрлӗ йӗркесем ытти çӗршывсенче те аталанса пынипе тата  криминаллă вызовсем трансграница характерӗллӗ пулнипе халăхсен хушшинчи шайра пӗрлехи право йӗркисем, технологи стандарчӗсем, хутшăнма оперативлă цифра формисем кирли паллă. СНГ çӗршывӗсем ют çӗршывран активсене тавăрассипе пӗрлехи килӗшӳ туни çак проблемăсене татса пама пулăшӗ», – пӗтӗмлетрӗ Александр Гуцан.

Ирӗклӗ Патшалăхсен Пӗрлӗхӗн генеральнăй прокурорӗсен координаци канашӗ 1995 çулта йӗркеленнӗ. 2000 çулта Пӗрлӗхӗн патшалăхсен хушшинчи органӗн статусне йышăннă. Тӗп тӗллевсен шутӗнче – СНГ çӗршывӗсен прокуратурисен хутшăнăвӗсем, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси, халăхсен хутшăнăвӗсен сферинче законпа йӗркене çирӗплетесси.

Пӗлтӗр прокурорсен ларăвӗ Душанбере иртнӗ (Таджикистан).   Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru сайтран.


Право

Нет комментариев