Азнакай районӗн çӗнӗ пуçлăхӗпе Марат Ахметов паллаштарчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Азнакай районӗн çӗнӗ пуçлăхӗпе Марат Ахметов паллаштарчӗ

Паян Азнакай районӗн Канашӗн черетсӗр ларӑвӗ иртрӗ. Район пуçлăхӗ Марсель Шайдуллин РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнипе ку тăрăха малашне Айдар Шамсутдинов ертсе пырӗ.

Паян Азнакай районӗн Канашӗн черетсӗр ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркин тӗп ыйтăвӗ ӗç кадрӗсемпе çыхăнчӗ. Муниципалитет депутачӗсем района 15 çул ытла ертсе пынӑ Марсель Шайдуллин отставкӑна кайнине йышӑнчӗç. Çӗнӗ ертӳçӗпе Айдар Шамсутдиновпа Патшалӑх Канашӗн Председатель çумӗ Марат Ахметов паллаштарчӗ, пӗлтерет ТР Патшалăх Канашӗн пресс-служби.

Внеочередное заседание Совета Азнакаевского района

Марсель Шайдуллин район пуçлăхӗнчен кайни вăл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнипе çыхăннă. Вӑл Элметри пӗр мандатлӑ округри суйлавра çӗнтернӗ.

Çӗр ӗçӗн пысӑк культурин законне кӑларакансем

Марсель Шайдуллин ӗçне пӗтӗмлетнӗ май, Марат Ахметов Азнакай районӗ республикӑра малта пыракан районсенчен пӗри пулнине, ӑнӑçлӑ аталанса пынине палӑртрӗ. Ку пуçлăхăн ӗç кăтартăвӗ пулнине çирӗплетрӗ. «Азнакай районӗ пӗр пысӑк çемье пек пурӑнать, ӗçлет, – тенӗ Марат Ахметов. Патшалăх Канашӗн Председатель çумӗ юлашки 15 çулта районӑн социаллӑ пурнӑçӗпе экономикин аталанӑвне 100 миллиард тенкӗ ытла хывнине асăнса ку йăлтах районти пурнăçа çынсемшӗн меллӗ те хăтлă тăвас тӗллевпе çыхăннине палăртрӗ.

Сăмах май, Азнакай районӗн республикӑри пӗтӗмӗшле продукцинчи тӳпи те 100 миллиард тенкӗпе танлашать. Марат Ахметов хăйӗн шăпи нумай вăхăт ял хуçалӑхӗпе çыхӑннине аса илсе район пуçлăхӗ ку енӗпе пысăк ӗçсем туние каларӗ.

Внеочередное заседание Совета Азнакаевского района

«Марсель Зуфарович АПК ыйтӑвӗсене тимлӗхре тытатчӗ. Вӑл Ютаза тата Элмет районӗсенче те ӗçленӗ. Азнакай ӳсен-тӑран ӗрчетессипе аграрисемшӗн тӗслӗхлӗ пулса республика шкулӗ пулчӗ. Тутарстанӑн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев Азнакай районне «Çӗр ӗçӗн пысӑк культурин закон кӑлараканӗ» тетчӗ», – терӗ Марат Ахметов район пуçлăхӗн ӗçне хакласа.  

Унтан Марсель Шайдуллина «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден медальне пачӗ. Кăшт каярах Марсель Шайдуллин «Азнакай хулин Хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗçрӗ.

«15 çул эпир пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе питӗ лайӑх ӗçлерӗмӗр, республика ертӳлӗхӗн шанӑçне тӳрре кӑлартӑмӑр, федераци тата республика программисене, наци проекчӗсене хутшӑнтӑмӑр, –  парăмра юлмарӗ Марсель Шайдуллин. – Чылай кӑтартупа пирӗн район малти вырӑнсене йышӑнать, çакӑ пирӗн ӗçченлӗхпе пӗрлӗхе кӑтартать».

Çӗнӗ ертӳçӗ

Внеочередное заседание Совета Азнакаевского района

Азнакай районне малашне ертсе пыма Айдар Шамсутдинова çирӗплтетрӗç. Унччен вӑл 2012 çултанпа муниципалитетӑн Ӗç тӑвакан комитечӗн ертӳçинче ӗçленӗ.

«Юлашки çулсенче районта питӗ нумай ӗç тунине паян пӗрре мар аса илчӗç. Çакна тума темиçе фактор пулăшрӗ: республика ертӳлӗхӗпе нефтяниксен пулӑшăвӗ тата Марсель Зуфаровичӑн пултăклă та тивӗçлӗ ӗçӗ. Вăл Азнакаевӑна «Пӗчӗк Швейцарие» çавӑрни унăн тивӗçӗ. Эпир командăпа пысӑк кӑтартусем турӑмӑр. Пирӗн курс тӗрӗс, ӑна малашне те çак çулпа илсе  пымалла», – тенӗ Азнакай районӗн çӗнӗ пуçлӑхӗ.

«Районӑн пурте пур. Азнакай районӗ малашне те çӳллӗ планка тытасса шанатӑп», – ларăва пӗтӗмлетнӗ Марат Ахметов. Сăнӳкерчӗк: https://gossov.tatarstan.ru 

 


#Государственный Совет РТ

Нет комментариев