Галина ЛЯХОВА: «РАИСРАН ХАМ ЯТА ИЛТМЕ КĂМĂЛЛĂ ПУЛЧӖ»
Çӗнӗ хыпарсем

Галина ЛЯХОВА: «РАИСРАН ХАМ ЯТА ИЛТМЕ КĂМĂЛЛĂ ПУЛЧӖ»

ТР Раисӗн Чӗнӗвӗнче вӗрентӗве пысăк тимлӗх уйăрни тӗлӗнтермест. Мероприятин хаклă хăнисен шутӗнче тăван чӗлхе вӗрентекенӗсене чӗнни шăпах çакна çирӗплетет те. Чăваш вӗрентекенӗсенчен Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗн директорӗ Галина Анатольевна Ляхова пулчӗ.

ТР Раисӗ Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухнă анлă ларăвăн ырă йăлисенчен пӗри вăл –  тӗрлӗ отрасльпе сферăра тӗслӗхлӗ ӗçлекен çынсене чӗнни. Рустам Минниханов Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсенчен пуçласа производствăра, социаллă сферăра тата ытти енӗпе ӗçлекенсене ура çине тăратсах ятран чӗнсе тав сăмахӗсем каларӗ.

На Послание Раиса РТ были приглашены учителя родных языков.

ТР Раисӗн Чӗнӗвӗнче вӗрентӗве пысăк тимлӗх уйăрни тӗлӗнтермест. Мӗншӗн тесен Тутарстанăн социаллă экономикăри çитӗнӗвӗсем тӳрремӗнех вӗрентӳри ăнăçусемпе, аслă шкулсен наука ӗçӗпе çыхăннă. Тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант – тăван чӗлхесен аталанăвӗ. Республикăра кашни халăхăн тăван чӗлхисене упраса хăварассипе пысăк ӗçсем пурнăçланаççӗ.  Мероприятин хаклă хăнисен шутӗнче тăван чӗлхе вӗрентекенӗсене чӗнни шăпах çакна çирӗплетет те.

Пӗлтерӗшлӗ мероприятире йăхташăмăр пурри савăнтарчӗ

Чăваш вӗрентекенӗсенчен Анат Камăри 34№ чăваш гимназийӗн директорӗ Галина Анатольевна Ляхова пулчӗ. Ку вӗренӳ çулӗнче  гимназие ертсе пынисӗр пуçне вăл чăваш чӗлхи урокӗсене илсе пыма пуçланă. Тутарстан чăвашӗсенчен çак пӗлтерӗшлӗ мероприятире йăхташăмăр пурри паллах савăнтарчӗ. Хăйпе телефонпа çыхăнсан Галина Анатольевна хӗпӗртенине пытармарӗ.

«Раис Чӗнӳре вӗрентӗве, вӗрентӳ пахалăхне пысăк тимлӗх уйăрни çав тери савăнтарчӗ. Пуринчен ытла тăван чӗлхесене аталантарас ӗçе малалла та тытса пырасси çинчен калани. Ку çав тери пӗлтерӗшлӗ, уйрмах паянхи лару-тăрура. Халӗ эпӗ тата гимназие ертсе пынисӗр пуçне тăван чӗлхе вӗрентекенӗ те. Çавăнпа пушшех те савăнатăп республика ертӳçи тăван чӗлхе кирлӗлӗхне çӳле хунишӗн», – терӗ Галина Ляхова.

Ертӳçӗсем пирӗн пултăклă

Вӗрентекен Чӗнӳре социаллă –экономика аталанăвне пысăк тимлӗх уйăрнине те асăрхарӗ. «Плансемпе лартнă тӗллевсем пысăк та пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн республика çулран çул чечекленсе пырать. Кăна эпир пурте куратпăр. Эпир çав тери лайăх пурăнатпăр. Ертӳçӗсем пирӗн пултăклă, хуть Шаймиева, хуть Мухаметшина илер. Чӗререн тав тăватăп вӗсене. Республика аталанăвӗнче вӗсен тупи калама çук пысăк. Рустам Минниханов çитес çулталăка Шаймиев ячӗпе çыхăнтарни питӗ тӗрӗс », – терӗ  педагог. Çак мероприятие хăйне чӗнни уншăн кӗтменлӗх пулнă.

«Мана Вӗрентӳпе наука министерствинчен шăнкăравласа пӗлтерчӗç. Вӗсем списока кӗртнӗ иккен. Анат Камăран пурӗ 4 çынна чӗннӗ, вӗсенчен пӗри – эпӗ. Савăнтăм паллах, – терӗ Галина Анатольевна çӗкленӳллӗ кăмăлпа. – Пытармастăп Раис çăварӗнчен хам ята илтме çав тери кăмăллă пулчӗ».

Галина Анатольевна шучӗпе, ку уншăн çеç мар, Тутарстанра пурăнакан кашни чăвашшăн пӗлтерӗшлӗ.  Вӗрентекен ТР Раисӗ нацисен пӗрлӗхӗпе туслăхне чи пысăк хаклăхсен шутне  кӗртнине те ырласа асăрхарӗ.   

Сăнӳкерчӗксем: Галина Ляхован харпăр архивӗнчен тата ТР Раисӗн пресс-службин. 


Послание Раиса РТ

Нет комментариев