Сентябрӗн 29-мӗшӗнче Тӗнчери чӗре кунне паллă тăваççӗ. Тутарстанра чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе диспансер учетӗнче 50 пине яхăн çын тăрать, анчах чăн цифрăсем самай пысăкрах. Çак куна халалланă пресс-конференцире кардиологсем, неврологсем тата реабилитологсем улшăнусене вăхăтра асăрхасан, тухтăр патне хăвăртрах кайсан инфарктпа инсультран сыхланса юлма пулнине каласа пачӗç.

ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп кардиологӗ Зульфия Ким каланă тăрăх, республикăра та, çӗршывра та пурăнакансенчен çурри ытла гипертонипе аптăрать. Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе диспансер учетӗнче 50 пине яхăн Тутарстан çынни тăрать.
Кардиолог сиплев пирки кăна мар, профилактика пирки те аса илтерчӗ. Хăрушлăх факторӗсене вăхăтра асăрхасан чӗрене сывă упраса хăварма пулать.
ТР Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тӗп специалист-ангионеврологӗ Марат Сайхунов чӗрепе пуç мими тӳрӗ çыхăннине аса илтерчӗ.
«Чӗре сывă пулсан пуç мими те хăйне хăрушсăрлăхра туять. Инсультсен 20 проценчӗ чӗре чирӗпе тӳрремӗнех çыхăннă. Сăмах кардиоэмболи инсульчĕ пирки пырать, кун пек чухне чӗрери тромбсем юн юхăмӗпе пуç мимин юн тымарӗсене лекеççӗ», – ăнлантарчă врач.
Тромб юн тымарне хупланă самантран пуç миминче нерв клеткисем вилме пуçлаççӗ. Кашни минутра — 2 миллион яхăн, пӗр сехетре – 120 миллион таран.
Инсультăн пӗрремӗш паллисем: çын калаçаймасть, пичӗ чалăшать, ал-ура вăйсăрланать, сăмахран, кӗлеткен пӗр енче. Вӗсене асăрхасан тӳрех васкавлă пулăшу чӗнмелле.
Тухтăр пăшăрхантаракан статистика илсе кăтартрӗ: пациентсен тăваттăмӗш пайӗ çеç инсульт пуçланнă хыççăнхи малтанхи сехетсенче больницăна каять. Чылайăшӗ симптомсем хăйсемех иртессе кӗтет.
Юн пусăмне тӗрӗслемелле
Уйрăм ыйту – юн пусăмне тӗрӗслеменни. Пациентсем тухтăр патне 200 çитнӗ пусăмпа килеççӗ.
«Тонометрпа юлашки хут хăçан усă курнине ыйтсан: арçынсем çарта, хӗрарăмсем — ача çуратмалли çуртра теççӗ. Пурне те пусăма тӗрӗслесе тăма, палăртнă препаратсене, мӗнле пусăм пулсан та, тăтăшах ӗçме чӗнетӗп. Вӗсене пусăма чакарас тесе мар, вăл ан ӳстӗр тесе ӗçмелле», — палăртнă Марат Сайхунов.
Тухтăрсем миокард инфаркчӗн тӗп симптомне те аса илтернӗ. Кăкăр шăмми хыçӗнчи пусăмласа, çунтарса, хӗстерсе ыратсан, кун пек симптомпа кӗтме юрамасть — васкавлă медицина пулăшăвӗ кирлӗ.
Тутарстанра виçӗ тапхăрлă реабилитаци йӗркеленӗ. Пӗрремӗш тапхăр больницăна вырттарнă хыççăн малтанхи 48 сехетре пуçланать. Тухтăрсем осложненисен хăрушлăхне чакарас тесе реанимацирех ӗçлеме пуçлаççӗ. Иккӗмӗш тапхăр пациент сывлăхӗ çирӗпленсен иртет. Кунта физиотерапи, сиплев физкультури, логопедпа тата психологпа занятисем иртеҫҫӗ. Виççӗмӗш тапхăр – кăнтăрлахи стационарсем, амбулатори сăнавӗ тата санаторипе курорт сиплевӗ.
Диспансеризаци тата сывлăхăн виçӗ тӗп кăтартăвӗ
Зульфия Ким чылай çын вăхăтра пулăшу ыйтманнине, диспансеризаци иртменнине аса илтерчӗ. Çынна нимӗн те пăшăрхантармасан та тӗрӗслев иртни улшăнусене тупса палăртма май парать.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен диспансеризаци анлăланчӗ. Халӗ холестеринăн пӗтӗмӗшле шайне кăна мар, ăна тӗплӗнрех тӗпчеме те пулать — çулсене кура 3 е 6 çулта пӗрре. Çывăх вăхăтра диспансеризацие юн тымарӗсен УЗИне хушӗç – ку атеросклерозăн малтанхи паллисене палăртма пулăшӗ.
Кашни çитӗннӗ çыннăн хăйӗн виçӗ кăтартăвне пӗлмелле: холестерин шайӗ, глюкоза тата юн пусăмӗ. Сывă çыннăн пӗтӗмӗшле холестерин 5,5 ммоль/л иртмелле мар, глюкоза нормин та çак цифрăран пысăк пулмалла мар, юн пусăмӗ 140/80-ран ытла пулмалла мар.
Тухтăрсем япăхланасса кӗтме хушмаççӗ. Юн пусăмне тӗрӗслӗр, диспансеризаци иртӗр, палăртнă препаратсене ӗçӗр, пӗрремӗш тревога сигналӗсем пулсан васкавлă пулăшу чӗнӗр. Хăй тӗллӗн иртмест.
Нет комментариев