Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Енри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ «Ман тăвансем» онлайн-акци ирттерет

Ял хӗрарăмӗсен кунӗ тӗлне халалланă ятарлă акци октябрӗн 1-мӗшӗнче пуçланса 15-мӗшӗччен пырать.

Чăваш Енри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ ЧР Цифра аталанăвӗн, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе «Ман тăвансем» онлайн-акци ирттернине пӗлтерет республика правительствин сайчӗ. Ял хӗрарăмӗсен кунӗ тӗлне халалланă акцие хутшăнас тесен республика çыннисем хăйсен кукамăшӗ-асламăшӗ, амăшӗ, аппăшӗ-йăмăкӗ тата ытти çывăх çыннисем çинчен социаллă сетьсенчи хăйсен страницисенче #МояРодняЧувашия хештегпа каласа памалла, сăнӳкерчӗксем вырнаçтармалла.

Акцин тӗллевӗ – ял хӗрарăмӗсене, вӗсен ӗçне, ăруран ăрăва куçса пыракан çемьешӗн тăрăшулăхне республика асӗнче хăварасси. Нумай чухне кун пек хӗрарăмсем çинчен астăвăм çемье альбомӗсенче кăна упранать. Акци вара вӗсене портретсен пӗрлехи галерейине пухать.


#общество

Нет комментариев