Искусство çӗршывсен хутшăнăвӗсенчи черчен дипломат. Ӳнер чӗлхипе вăл халăхсен культурисен, чӗлхисен кирлӗлӗхӗпе пӗлтерӗшне, аталанма кашнин пӗр пек ирӗк пуррине çитерет. Кино искусстви кунта хăйне уйрăм вырăн йышăнать. Пӗрремӗшӗнчен, чи анлă сарăлнипе, иккӗмӗшӗнчен чӗлхи пуриншӗн те ăнланмалла пулнипе, виççӗмӗшӗнчен кино курма пурте юратаççӗ. Çӗршывсен хутшăнăвӗсенчи дипломати хатӗрӗсенчен пӗри пулса тăчӗ пулӗ çавăнпа. Час-час çӗршывсем хире-хирӗçле кино кунӗсем ирттереççӗ пӗр-пӗрин патӗнче. Çак кунсенче акă Иран киновӗсен фестивалӗ иртет Раççейре.
Ӗнертен, сентябрӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 6-мӗшӗччен Мускавра, Хусанта тата Астраханьте Иран киновӗн халăхсен хушшинчи фестивалӗ иртет. Раççей кураканӗсем Иран Ислам Республикин тӗрлӗ жанрпа ӳкернӗ 11 илемлӗ тата анимаци фильмӗсене пăхма пултараççӗ: историпе биографилле драмăсем, çемьепе пăхмалли анимацилле тата мыскараллă картинăсем. Кашни фильм вăл е ку наградăна тивӗçнӗ, çав шутра Халăхсен хушшинчи Фаджр кинофестивальте (Иран) те.
Мероприяти РОСКИНО, Раççей Федерацийӗн Культура министерствин тӗревӗпе Иран культурин Раççейри фестивалӗн хӳттинче иртет. Йӗркелӳçи – ФГБУК РОСКОНЦЕРТ. Кинопулăма Иранран та делегаци килет. Сăмах май, Раççейпе Иран хушшинче кинематографи ылмашăнăвӗ активлă аталанса пырать. 2025 çулта, июнь уйăхӗнче РОСКИНО Тегеранпа Исфаханра Раççей киновӗн фестивальне ирттернӗччӗ. Ирансем Раççей режиссерӗсен хальхи пилӗк картинине курма пултарчӗç пӗлтӗр.
Кăçалхи программа 64 çӗршыва пуçтарнă
Раççейӗн культура министрӗн Ольга Любимован шучӗпе, Мускаври, Хусанти, Астраханьти кинокуравсем Раççейпе Иранăн кинодиалогӗн çӗнӗ страницине уçӗç.
«Пирӗн çӗршывсен культура еткерӗ çав тери пуян. Вăл наци киновӗсенче лайăх палăрать. Раççейпе Иранăн кураканӗсем киноискусствăпа интересленни çӗршывсем пӗр-пӗрин культурине, йăлисене хисепленине çирӗплетсе парать», – тенӗ Ольга Любимова.
Кăçалхи кинокартинăсем героизм темипе çыхăннă. Мускавсем «Воин от Бога» Иран картинине пăхма пултараççӗ, Тегеранра вара – Раççей кунне халалласа Донбасри лару-тăрăва уçса паракан «Малыш» фильма.
РОСКИНО пирӗн киносене Исфаханра ача-пăчапа çамрăксен Халăхсен хушшинчи кинофестивальне тăтăш хутшăнма майсем туса парать. Иран вара хăй енчен Раççейӗн «Ночь кино» акцине хутшăннă. Халăхсен хушшинчи кăçалхи программа 64 çӗршыва пуçтарнă. Иран киновӗн халăхсен хушшинчи фестивалӗ туслă çыхăнăвăн тăсăмӗ пулӗ.
Икӗ драмăпа пӗр мультфильм тата историлле кинокартина
Хусанта фестиваль паян, сентябрӗн 30-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта «Мухаммад» историпе биографилле драмăпа уçăлать. Кино кăтартăвӗ 17.00 сехетре пуçланать. Кино юратакансемшӗн Иран режиссерӗн Маджид Маджидин ячӗ ют мар. Кăçалхи «Алтын минбар» кинофестивальте вăл жюри председателӗ пулчӗ. Унăн «Мухаммад» кинокартини вара XII Хусанти Халăхсен хушшинчи кинофестивалӗн чи палăрнă киновӗсен шутне кӗчӗ. Кăçал «Ислам çинчен ӳкернӗ чи лайăх киносем» конкурс тулашӗнчи программăна кӗчӗ.
Октябрӗн 1 – 2-мӗшӗсенче вара «Мир» кинотеатрта «Натордешт» (2025 ç., режиссерӗ Сейед Мохаммадреза Херадмандан. 2024 çулхи май уйăхӗнче çухалнă 4 çулти Ясна хӗрача çинчен) тата «Без предварительной договоренности» (2022 ç., режиссерӗ Бехруз Шоэйби, Германире нумай çулсем пурăннă хыççăн хӗр ашшӗ вилнӗ хыççăн Ирана таврăнать. Кӗтмен çӗртен юлнă еткер ăна пурнăç тата çемйи çине урăхларах пăхма хистет) драмăсене пăхма пулӗ.
Анимаци юратакансем «Последняя фантазия» (2018 ç., режиссерӗ Асхан Рагозар) кайса курма пултараççӗ. Тӗп тема – хурапа шурăн ӗмӗрхи кӗрешӗвӗ. Историлле жанра кăмăллакансене «Моисей» (2025 ç., режиссерӗ Эбрахим Хатамикия) историпе биографилле картинăна пăхма сӗнеççӗ. Сюжет Моисей пророк çурални тавра аталанать.
Нет комментариев