Октябрӗн 7-мӗшӗнче Раççейӗпех  пӗлтерӳ системине тӗрӗслеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Раççейӗпех пӗлтерӳ системине тӗрӗслеççӗ

Регионсенче пӗлтерӳ системисене тӗрӗслесси Раççейре çулталăкра икӗ хутчен иртет — çуркуннепе кӗркунне. «ВНИМАНИЕ ВСЕМ!» сигнал — халăха пӗлтерӗшлӗ информацие итлеме чӗнекен пӗрлехи сигнал. Ăна сиренăсем, громкоговорительсем урлă, телерадиовещанипе, транспорт тата ытти техника урлă пама пултараççӗ.

Сиренăн вăраха тăсăлакан сигналне илтсен, ăна мӗн сăлтавпа панине ăнлантарса парасса кӗтмелле. Громкоговорительсенчен килекен информацие вӗçне çитиччен итлемелле, телевизор тата радио ямалла.

Тӗрӗслев 10:40 малтан республикипе, унтан  10:45 сехетре муниципалитет шайӗнче иртет, 10:43 сехетре телевизор тата радио урлă «Внимание всем!» пӗлтерӳ яраççӗ.

МЧС хыпарланă тăрăх, сиренăна илтменни çинчен ведомствăна пӗлтермелле мар.  Республикăри пӗлтерӳ системине сакăрвуннăмӗш çулсенчех йӗркеленӗ. Çак вăхăтра республикăри хуласемпе районсенче çӗнӗ пурăнмалли кварталсем тунă. Çак проблемăллă  вырăнсем çинчен специалистсем пӗлеççӗ. Шăпах октябрӗн 7-мӗшӗнче пур оборудованин юсавлăхне тата яваплă должностьри çынсен тунă  ӗçне тӗрӗслӗççӗ.  


МЧС РТ сирена проверка систем оповещения

Нет комментариев