Юратнă мăшăрне халалласа: Иван Павловăн çӗнӗ кӗнеки тухрӗ!
Çӗнӗ хыпарсем

Юратнă мăшăрне халалласа: Иван Павловăн çӗнӗ кӗнеки тухрӗ!

Нумаях пулмасть Нурлат районӗнчи Мамăк ялӗнче пурăнакан Иван Павлович Павловăн (Актайăн) Шупашкарти «Новое время» типографире çӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Кӗнекене вырăсла тата чăвашла çырнă сăвăсемпе калавсем кӗнӗ. Ăна юратнă мăшăрӗ Зинаида Ивановна Павлова (Родионова) 80 çул тултарнине халалланă.

Иван Павловичпа Зинаида Ивановна Павлова.

Çӗнӗ кӗнекен тӗп геройӗ — Зинаида Ивановна Павлова, Иван Павловичăн юратнă мăшăрӗ. Вăл 1947-мӗш çулхи январӗн 4-мӗшӗнче Аксу районне кӗрекен Кивӗ Ӳселте çуралнă. Ку ял — паллă чăваш писателӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнă вырăн.

Аслă шкулта вунă класс пӗтерсен, Зинаида Ивановна вӗренӗве малалла тăсайман: амăшӗ Мария Васильевна чирлесе тăнă. Çавăнпа хӗр ялтах дояркăра ӗçлеме пуçланă. Вăл çулсерен пӗрремӗш вырăнсем йышăннă, унăн сăнӗ районти Хисеп хăми çинче яланах пулнă. Ял хуçалăхӗн тăрăшуллă ӗçченне районти пуçлăхсем хаклă парнесем парса чысланă.

Зинаида Ивановна пилӗк ача амăшӗ: икӗ хӗр те виçӗ ывăл парнеленӗ вăл  мăшăрне. Пурте вӗренсе тухса, аллисене диплом илсе, хăйсен специальноçӗсемпе тăрăшса ӗçлеççӗ, ашшӗпе амăшне, тăванӗсене савăнтараççӗ.

Иван Павлович Павлов (Актай) — Тутарстанăн чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, 8 кӗнеке авторӗ. Пӗрремӗш сăввисем Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ» хаçатра кун çути курнă. Нурлат районӗнчи «Туслăх», республикăри «Сувар» хаçатсемпе тачă çыхăну тытать.


чувашские писатели Иван Павлов (Актай)

Нет комментариев