Хутса ăшăтмалли сезон ырантан пуçланать
Çӗнӗ хыпарсем

Хутса ăшăтмалли сезон ырантан пуçланать

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра хутса ăшăтмалли сезон официаллă майпа пуçланать. Чи малтан социаллă объектсене — шкулсене, ача сачӗсемпе больницăсене ăшă ярӗç, каярах пурăнмалли çуртсене.

Республика ертӳçисен хушăвӗпе килӗшӳллӗн, Тутарстанра хутса ăшăтмалли системăна ыранах, октябрӗн 1-мӗшӗнче, хута яма тытăнӗç. Яланхи пекех процесс социаллă инфраструктурăн объекчӗсенчен пуçланать. Чи малтанах пӗтӗм республикăри шкулсене, ача сачӗсене, больницăсемпе поликлиникăсене — Хусанпа Çырчаллинчен пуçласа пӗчӗк район центрӗсем таранах – ăшăтма пуçлаççӗ.

Региона ăшăпа тивӗçтермелли пысăк системăна хута ярас ӗç темиçе куна тăсăлать, çавăнпа хваттерсем учрежденисенчен кăшт каярах ăшăнма пуçлаççӗ.


отопление отопительный сезон

Нет комментариев