Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Тутарстанăн тӗп хулинче Иран культурин кунӗсем пуçланчӗç. «Ислам тӗнчин культура тӗп хули» статуслă Хусан анлă культура проекчӗн тӗп площадкисенчен пӗри пулса тăчӗ. Культура кунӗсем шайӗнчеИранăн Наци оркестрӗн концерчӗ, Иран киновӗн эрни, халăх ӳнер промыслисен ӗçӗсен куравӗ тата Иран ăстисен мастер-класӗсем иртеççӗ. Çакăн пирки журналистсене «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.
Паян, сентябрӗн 30-мӗшӗнче, Муса Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх оперăпа балет театрӗнче Иранăн Наци оркестрӗн концерчӗ пулать. Çак хăйне евӗрлӗ коллектива 1998 çулта Иранăн паллă композиторӗ тата дирижерӗ Фархад Фахреддини йӗркеленӗ. Оркестр перси композиторӗсен хайлавӗсене шăрантарать. Вăл Хусан сцена çине тухни Тухăçри классика музыкине пӗлекенсемшӗн пуриншӗн те чăн-чăн парне пулса тăрӗ.
Иран киновӗн эрни
Культура кунӗсен шайӗнче Хусанта Иран киновӗн эрни те пуçланать. Куракансене Иран режиссерӗсен хальхи илемлӗ тата анимациллӗ фильмӗсене кăтартаççӗ. Иран кинематографисчӗсем Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивальне кашни çул хутшăнаççӗ, час-часах унăн лауреачӗсем пулса тăраççӗ. Çак эрнене Хусанта ирттерни кино юратакансене çӗршыв тулашӗнче анлă сарăлнă хăйне евӗрлӗ Иран киновӗпе çывăхрах паллашма май туса парать.
Иран халăх промыслисен куравӗ
Ыран, октябрӗн 1-мӗшӗнче, Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» наци ӳнер галерейинче Иран халăх ӳнер промыслисен ăстисен ӗçӗсен куравӗ уçăлать. Хăнасем алăпа ăсталанă кавирсене, тиртен тунă япаласене, хăйне евӗрлӗ савăт-сапана тата декоративлă-прикладной искусствăн ытти ӗçӗсене курма пултарӗç. Экспозицире ăрусен çыхăнăвне кăтартакан ӗçсем уйрăм вырăн йышăнӗç: хальхи ăстасем ӗмӗртен ӗмӗре куçакан йăла-йӗркене типтерлӗн упраççӗ.
Мастер-классем
Çак кунсенче Хусанти Уникаллă пултарулăх центрӗн (ЦУМăн) площадкинче Иран искусствоведӗсемпе ремесленникӗсем мастер-классем ирттерӗç. Унта хутшăнакансем сăнама кăна мар, йăлана кӗнӗ япаласем тума та хутшăнма пултарӗç.
Çавра сӗтел: искусствăлла интеллект тата ислам эткерӗ
Хальхи условисенче культурăна аталантармалли çивӗч ыйтусене сӳтсе явасси çине те тимлӗх уйăрнă йӗркелӳçӗсем. «Искусственный интеллект, исламское наследие, методология, этика» темăпа çавра сӗтел иртет, унта Иран эксперчӗсем алçырусемпе, çăлкуçсемпе, араб чӗлхипе тата культура эткерлӗхӗпе ӗçлес ӗçре хальхи технологисемпе мӗнле усă курнине каласа парӗç.
Иран Культура кунӗсем Раççейӗн виçӗ хулинче иртеççӗ
168 ӳнер ăстинчен тăракан делегаци Раççейри çулçӳревне Санкт-Петербургра пуçланă, унта икӗ çӗршывăн культура министрӗсен тӗлпулăвӗсем иртнӗ, пӗрле кино ӳкересси пирки правительствăсем хушшинчи килӗшӳ тунă. Мускавра Иран культура кунӗсене уçас церемони Пысăк театрăн сцени çинче иртнӗ. Хусан çак культура караванӗн виççӗмӗш чарăнăвӗ пулса тăчӗ.
«Халăхсемпе çӗршывсен хушшинчи хутшăнусенче шăпах культурăпа искусство улшăнусене пăхăнман тарăн никӗс пулса тăраççӗ. Политикăпа экономика хутшăнăвӗсем улшăнма пултараççӗ, анчах культура улшăнмасть, мӗншӗн тесен вăл халăхсен хутшăнăвӗсене тӗпе хурать», — палăртрӗ Иран делегацийӗн представителӗ.
Йӗркелӳçӗсем Хусанта пурăнакансемпе хăнасене пурне те Иран культура кунӗсен мероприятийӗсене çитсе курма чӗнеççӗ. Вӗсем Иран культурин нумай енлӗхне, хăйне евӗрлӗхне тата илемне кăтартса параççӗ.
Хусанта Иран киновӗн фестивалӗ çинчен тӗплӗнрех çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать.
Нет комментариев