Тутарстан Правительстви 2027 çулта пурăнмалли минимума ӳстерсе çын пуçне 17193 тенке çитересшӗн. Проект постановленийӗ хальхи вăхăтра коррупцие хирӗç экспертиза иртет.
«Тутарстан Республикинче 2027 çулхи пурăнмалли минимума çын пуçне 17 193 тенкӗ, ӗç çулсенчисем валли – 18 740 тенкӗ, пенсионерсем валли – 14 786 тенкӗ, ачасем валли – 16 677 тенкӗ çирӗплетмелле», – тенӗ документра.
Аса илтеретпӗр, пурăнмалли чи пӗчӗк виçе социаллă пособисемпе тӳлевсен суммине палăртма кирлӗ.
Нет комментариев