Октябрӗн 5-мӗшӗнче çулсерен Вӗрентекен кунне паллă тăватпăр.

Çак кун пурте хăйсен юратнă учителӗсене саламлаççӗ, тав тăваççӗ. Вӗрентекен профессийӗ чăннипех те чи пархатарлисенчен пӗри çав. Хамăра вӗрентнӗ учительсене эпир нихăçан та манмастпăр, вӗсем яланах пирӗн асра. Урăхла пулма та пултараймасть.
37 çул ачасене пӗлӳ парать
Паллах, Вӗрентекен кунӗ умӗн республикăри чăваш учителӗсем пирки каласа парас килет. Пултаруллисем питӗ нумайăн пирӗн, пӗринчен пӗри маттур. Вӗсенчен пӗри – Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул – ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова. Çак илемлӗ, ырă кăмăллă, çирӗп характерлă хӗрарăм, нумай енлӗ талантлă, пысăк опытлă вӗрентекен пек хастар çынсем тем тесен те сайра вӗсем. Галина Васильевна хăйӗн юратнă ӗçне пӗтӗм чун-чӗрипе парăннă çын. 37 çул ачасене пӗлӳ парассинче тăрăшса ӗçлет вăл.

Иртнӗ тунтикун, сентябрӗн 28-мӗшӗнче, Галина Васильевна хăйӗн 55 çулхи юбилейне паллă турӗ. Ăна вӗренекенӗсем, ӗçтешӗсем, ял-йыш, районти тата республикăри тус-тăванӗсем сумлă юбилейпе саламласа ырă та ăшă сăмахсем каларӗç. Çӗпрел администрацийӗнчен те ятарласах килнӗччӗ. Район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе ӗçлекен çумӗ Айрат Залялов салам сăмахӗсенче Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкулпа ача сачӗ районта чи лайăххисенчен пӗри пулнине, Галина Васильевна вара тӗрлӗ мероприятисене хутшăнса район чысне республика, çӗршыв шайӗнче çӗкленине палăртрӗ.
Айрат Фиркатович пӗрре те суймасть. Галина Кудряшова чăнах та питӗ хастар: республика, регионсен хушшинчи, Раççей шайӗнчи мероприятисене, конференцисене, фестивальсене тăтăшах хутшăнать. Тепри пулсан ал сулӗччӗ «мана ку кирлӗ мар» тесе. Галина Васильевна вара апла мар. Вăл хăйӗн опычӗпе, пултарулăхӗпе паллаштарма, ыттисем çине пăхса çӗннине вӗренме яланах хавас.
Акă август уйăхӗнче «Сувар» хаçат редакци вырнаçнă çурт çумӗнчи Фестиваль бульварӗнче Пылпа панулми Сăпасӗ ирттерчӗ. Унта эпир ăстаçăсене те мастер-классем кăтартма чӗнтӗмӗр. Галина Кудряшова хăйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тӗрлеме вӗрентес, бисертан эрешсем ăсталас енӗпе мастер-класс кăтартма пӗр сăмахсăрах килӗшрӗ. Шел, малтан палăртнă кун мероприяти иртеймерӗ, тепринче вара Галина Васильевна Краснодар крайне конкурса кайнăччӗ...

Теччӗри педагогика училищине пӗтерсен Чăваш Паснапуçне ӗçлеме килнӗ
1990 çулта Теччӗри педагогика училищине тин вӗренсе пӗтернӗ çамрăк специалистсене ӗçлеме Тутарстанри тӗрлӗ шкулсене янă. Телее, сӗннӗ вариантсенчен суйлама май пулнă. Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Шăмалак ялӗнче çуралса ӳснӗ Галина Чернова (хӗр чухнехи хушамачӗ) хӗр-тусӗпе Ольга Михайловăпа (халӗ Мартынова) пӗрле хăйӗн тăван килне çывăхрах района суйланă. Туссем икӗ ӗç вырăнӗ пур шкул шыранă. Чăваш Паснапуçӗнче ун чух шăпах кӗçӗн классене вӗрентекен икӗ учитель кирлӗ пулнă, хӗрсене хапăл тусах йышăннă кунта.
Малтанхи вăхăтра ют ялта çăмăл пулман ӗнтӗ хӗрсене. Пурăнма хваттере вырнаçнă. Тусне 1-мӗш класс, Галина Васильевнăна 2-мӗшпе 3-мӗш классем панă. Хăй вӗрентнӗ пӗрремӗш ачасене вӗрентекен халӗ те пурне те астăвать. 15 çул кӗçӗн классене вӗрентнӗ хыççăн Галина Кудряшовăна завуч пулма çирӗплетнӗ. Тата виçӗ çултан директор тивӗçӗсене пурнăçлама пуçланă.
Яла ют çӗртен çамрăк хӗрсем ӗçлеме килсен нумай чухне вӗсем çак ял каччисемпе хăйсен шăпине çыхăнтараççӗ. Шăмалак ялӗн чиперккине те Чăваш Паснапуç каччи, пысăк «КАМАЗпа» ӗçлекен Виктор Кудряшов куç хывнă. Куç хывнă та вӗçертмен. 1991 çулхи декабрьте пӗрлешнӗ çамрăксем. Çапла Чăваш Паснапуç кинӗ пулса тăнă Галина Васильевна. Мăшăрӗпе пӗрле икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ. Халӗ Александрпа Никита иккӗшӗ те Ульяновскра пурăнаççӗ, Мускавра ӗçлеççӗ, çемьеллӗ. Виктор Александровичпа Галина Васильевна асаттепе асанне ӗнтӗ, виçӗ мăнук вӗсен.

Учитель пулас килни çӗнтернӗ
«Мӗншӗн вӗрентекен профессине суйласа илтӗр?» – тесе ыйтсан Галина Кудряшова çапла хуравларӗ:
«Ман çемьере вӗрентекенсем çук. Эпӗ мӗн пӗчӗкрен ачасене юрататтăмччӗ. Юлташсемпе вылянă чух мана ялан учитель тăватчӗç. Урăхла професси пирки эпӗ шутламан та. Пирӗн ялта Федор Семенович ятлă библиотекарь пурччӗ, мана питӗ библиотекарь пултарасшăнччӗ, хăй вырăнне ӗçлеме килтересшӗнччӗ. Эпӗ библиотекăран тухма пӗлмен, килекен çӗнӗ кӗнекесене Федор Семенович малтан мана вулама паратчӗ.
Çапах та учитель пулас килни çӗнтерчӗ. Кӳршӗре Валентина Петровна Даровал вӗрентекен пурччӗ. Вăл питӗ илемлӗ тăхăнса çӳретчӗ, уçă кăмăллă, ырă учительччӗ. Хамăн пӗрремӗш вӗрентекен Елена Николаевна Чернова та питӗ ăмсанмаллискерччӗ. Вӗсем çине пăхсан манăн та çапла пулас килнӗ ӗнтӗ. Каярах Теччӗри педучилищӗри преподаватель Людмила Гумеровна Маямсина та ман идеалччӗ. Вăл пирӗншӗн, 8 класс хыççăн пӗлӳ илме килнӗскерсемшӗн, анне пекехчӗ. Сăмах май, Теччӗре вӗреннисемпе эпир халӗ те час-час тӗл пулатпăр. Юратнă вӗрентекен те хутшăнать унта», – каласа парать Галина Васильевна.
2009 çулта Чăваш Паснапуçӗнчи тӗп шкултан пуçламăш шкул кăна хăварнă. «Питӗ йывăр вăхăт пулчӗ вăл пирӗншӗн. Хăш-пӗр учительсене Аслă Аксу шкулне куçарчӗç, хăшӗсем ӗçсӗр юлчӗç. Унччен пысăк коллективпа ӗçленӗскерсем тăватă кӗçӗн класс учителӗ те эпӗ кăна тăрса юлсан аптраса кайрăмăр. Мӗнле ӗçлемелле малашне, текех аса илекен те пулмӗ ӗнтӗ пирӗн çинчен тесе кулянтăмăр. Мӗнпе палăртар-ши хамăр шкула тесе шутлама пуçларăмăр. Тӗрлӗ япала туса пăхрăмăр: тăварлă чустапа та, хăюсемпе те ӗçлерӗмӗр. Ку ал ӗçӗ пире ытлах кăмăла каймарӗ.
Вара бисертан хитре япаласем тума пуçларăмăр. Килӗшрӗ. Малтан бисертан пӗчӗк туратсем, каярах пысăк йывăçсемех тума вӗрентӗмӗр. Каярах пуканесене илемлетме пуçларăмăр. 2021 çулта хамăр илемлетнӗ пуканесемпе чăвашлăха аталантарас енӗпе грант проекчӗ çыртăмăр та республика конкурсне хутшăнтăмăр. Тăван чӗлхесене сыхласа хăварас енӗпе Атăлçи тăрăхӗнчи чи лайăх вӗрентӳ учрежденийӗн ятне илме тивӗçрӗмӗр, 500 пин тенкӗ çӗнсе илтӗмӗр. Çавăнтан пуçланчӗ вара ачасене тӗрлеме, пуçа тăхăнмалли, мăй çине çакмалли эрешсем хатӗрлеме вӗрентесси», – аса илет Галина Кудряшова.
Ал ӗç тăваймасан кун усăсăр иртнӗ пекех
Чăн та, Чăваш Паснапуç шкулӗнче вӗренекен ачасем кружока пурте хаваспах çӳреççӗ. «Пурте чăн-чăн ăстах пулаймасан та алла йӗп тытса унпа кирлӗ пек усă курма вӗренеççех», – тет опытлă педагог. Галина Васильевнăна алă ӗçӗ туни канăçлăх кӳрет. Ӗçрен килне таврăнсан вăл пӗр кун та бисертан мӗн-тӗр ăсталамасăр е тӗрӗ тӗрлемесӗр тăраймасть. «Ал ӗçӗ тăваймарăм пулсан кун усăсăр иртнӗ пекех туйăнать», – тет вăл кун пирки.

Паянхи кун Чăваш Паснапуç ялӗнчи пуçламăш шкулта 18 ача вӗренет, садике 13 шăпăрлан çӳрет. Галина Васильевна хăй чăваш чӗлхи урокӗсене илсе пырать. Тăрăшса ӗçлекен пысăк опытлă вӗрентекене, ертӳçе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви те, РФ Çутӗç министерстви те пӗрре мар Тав тата Хисеп хучӗсем парса чысланă, шучӗ те çук вӗсен. «Раççей Федерацийӗн çутӗç отличникӗ» кăкăр çине çакмалли паллă илме те тивӗçнӗ Галина Кудряшова.
Нумай пулмасть ентешӗмӗре Чăваш Республикин Ал ăстисен гильдине илнӗ. Тăван чӗлхе учителӗсен «Туган тел» конкурсӗнче мастер-класс кăтартса та пӗрре мар призер пулма тивӗçнӗ Галина Кудряшова. Вăл вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн, ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн хастарӗ те, суйлавсем вăхăтӗнче вырăнти суйлав комиссийӗн председателӗ те.
Çапла хастар çын вăл Галина Васильевна – хăйӗн пурнăçне ачасене пӗлӳ парассине, вӗсене пӗчӗкрен тăван чӗлхене, культурăна юратса ӳстерессине, ал ӗç тума вӗрентессине халалланă чăн-чăн педагог, ыттисемшӗн тӗслӗхлӗ вӗрентекен.
Г.Кудряшован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев