Чăвашшупашкарсем «Моңлы тамчы» – «Звонкая капель» республика фестивальне хутшăнчӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашшупашкарсем «Моңлы тамчы» – «Звонкая капель» республика фестивальне хутшăнчӗç

Фестивале ТР Культура министерстви Татресурсцентрпа пӗрле йӗркеленӗ.

«Çӗнӗ Шуçăм» коллектив фестивальте
«Çӗнӗ Шуçăм» коллектив фестивальте.

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗн Культура çурчӗ çумӗнчи «Çӗнӗ Шуçăм» ача-пăча коллективӗ суйлав турӗ урлă ăнăçлă иртсе Ешӗлвар районӗнчи «Мирас-Наследие» лагерьте иртнӗ XIV «Моңлы тамчы» – «Звонкая капель» Ача-пăча фольклор коллективӗсен республика фестивалӗн финалне хутшăнчӗ. 

Асăннă фестивале ТР Культура министерстви Татресурсцентрпа пӗрле йӗркеленӗ. Виçӗ кун хушши – сентябрӗн 24 – 26-мӗшӗсенче – республикăн районӗсенчен пуçтарăннă ачасем тӗрлӗ интереслӗ мероприятисене хутшăнчӗç. Татресурсцентр специалисчӗсем вӗсем валли ăс-хакăл программисем, мастер-классем, халăх вăййисем, флешмобсем, квестсем, каçсерен вара этнодискотекăсем хатӗрленӗ. 

Чăваш Шупашкар пикисем – «Çӗнӗ Шуçăм» ушкăн юрăçисем.
Чăваш Шупашкар пикисем – «Çӗнӗ Шуçăм» ушкăн юрăçисем.

Паллах ӗнтӗ фестивальти чи асра юлмалла самант вăл – гала-концерт. Унта республикăри чи пултаруллă ача-пăча фольк­лор коллективӗсем хутшăнчӗç. «Çӗнӗ Шуçăм» ача-пăча ушкăнӗн (ертӳçи Сергей Владимирович Моляков) солисткисем Дарина Молякова, Ольга Сидорова, Мария Николаева, Ангелина Молякова тата Анна Сидорова «Асаннепе кукамай» юрра илемлӗн шăрантарчӗç. 

«Çӗнӗ Шуçăм» коллектив «Моңлы тамчы» – «Звонкая капель» фестивальте лауреат ятне тивӗçрӗ, ушкăн ертӳçине Сергей Молякова вара Тав хучӗпе чысларӗç.

 

С.Моляков сăнӳкерчӗкӗсем.


#Фестиваль

Нет комментариев