Çӗнӗ хыпарсем

Ыран, октябрӗн 5-мӗшӗнче, республикăри вӗрентекенсене ТР Раисӗ саламлать

Мероприяти Хусанти ЦУМра иртет.

Раис РТ поздравляет ветерана педагогики В.Г.Кожукова

Учительсене саламлас, чыслас церемоние ТР Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнать. Уява республикăн тӗрлӗ районӗсенчен 700 ытла вӗрентекен, педагогсен династийӗсем, Тутарстан Республикин халăх учителӗсем, вӗрентӳ ветеранӗсем, вӗрентӳ организацийӗсемпе управленийӗсен, аслă шкулсен ертӳçисем, ТР Правительствин представителӗсем хутшăнаççӗ.

Мероприятире чи лайăх вӗрентекенсене, вӗрентӳ системине пысăк тӳпе хывнă ертӳçӗсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чыслӗç. Тутар эстрада артисчӗсем – Ришат тата Алия Тухватуллинсем, Марат Яруллин, Ильсия Бадретдинова, Филюс Кагиров, Марат Галимов тата ыттисем – вӗрентекенсене юрă-кӗвӗ парнелесе саламлӗç.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.


5 октября – День учителя

Нет комментариев