Нумай ӗçлесен канма тăрăшмалла
Гороскоп

Нумай ӗçлесен канма тăрăшмалла

Халь тирпей-илем кӳме, пуçланă ӗçсене вӗçлеме, малашнехисене планлама аван, лăпкă тапхăр. Хăш-пӗрисен çынсемпе калаçса килӗшме вӗренмелле пулать. Тӳррӗн калани пур чух та юрăхлă мар. Ӗç ăшне путсан та канма тăрăшмалла. Пӗрле ӗçлени пӗччен ӗçленинчен тухăçлăрах – çакна асра тытмалла.

Оксана Бердникова сăнӳкерчӗкӗ.ТАКА Ку эрнере компромиссем шырама тивет. Эрне пуçламăшӗнче, енчен те эсир ыттисене итлеме хатӗр пулсан, çынсемпе калаçса татăлма лайӑх вӑхӑт. Ӗçре командӑпа ӗçлесен çитӗнӳ тума пулать. Харпӑр пурнӑçра мӑшӑрӑн интересӗсене хӑвӑрӑннинчен çӳлерех хурӑр. ВĂКĂР Эсир тухӑçлӑ ӗçлеме тата сывлӑх çине çителӗклӗ тимлӗх уйӑрма тӗллев лартнă. Эрне пуçламӑшӗ ӗç вырӑнӗнче йӗрке тума тата план хатӗрлеме питӗ лайӑх. Хутшӑнусенче малти вырӑнта тимлӗх пулмалла: мӑшӑрăра ӗçӗсенче пулӑшма тăрăшӑр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ Пултарулӑхпа, хаваслă кӑмӑлпа тата киленӳпе тулӗ ку эрне. Ăшă тӗлпулусем, асра юлмалли каçсем сирӗн пурнăçра ырă йӗр хăварӗç. Ӗçре тӗрӗслев пулма пултарать е отчет ыйтӗç – маларах хатӗрленӗр. Харпӑр пурнӑçри пӗлтерӗшлӗ калаçу малашлӑха уçӑмлатӗ. РАК Халь сирӗншӗн малти вырăнта кил тата çемье. Тулашри шăв-шав иккӗмӗш плана куçать, килте ытларах вӑхӑт ирттерес килет. Сасартӑк пуçа килнӗ хӑйнеевӗр шухӑша шанса пӑхӑр. Тавлашусенчен пӑрӑнӑр.

АРĂСЛАН Сирӗн ытларах çынсемпе хутшăнас килет, анчах хӑвӑра хаклакансене суйлӑр. Çулçӳрев е çӗнӗ культурăпа паллашни хавхалану кӳрет. Пурнӑçлама халăр çук-тăк – сӑмах ан парӑр. Вӗренӳре илнӗ теориллӗ пӗлӳпе практикӑра усӑ курма тӑрӑшӑр. ХӖР Интуици такамӑн сӑмахӗсенче пытаннӑ вăрттăн шухăша систерме пултарать. Сире кам-тăр кӗтмен парӑма тавӑрас е бонус илес шанăç пысăк. Йывӑр темӑна вӗренме вӑхӑт уйӑрӑр. Хутшӑнусене уçӑмлатса кăлăхах вӑй ан пӗтерӗр.

ТАРАСА Командӑпа ӗçлемелле. Мӑшӑрăра ытларах тимлӗх уйӑрӑр. Канма вӑхӑт тупӑр. Çынсене май пур таран пулăшăр, ытлашши тимлӗхе вӗсем урăхларах та ăнланма пултараççӗ. Тӗллевсене вăхăтра пурнăçлăр. СКОРПИОН Шӑплӑхпа пӗчченлӗх кирлӗ халь си­ре. Шутланă чух йӑнӑш кайма пул­тарать – цифрӑсене тепӗр хут тӗ­рӗслӗр. Ӗçтешсемпе хутшӑннӑ чухне систерӳсенчен пӑрӑнӑр, тӳррӗн, анчах çемçен калӑр. 

УХĂÇĂ Ку эрнене туссене, коллективлӑ ӗçе тата малашнехи плансене халаллăр. Тунтикунпа ытларикун пӗр шухӑшлисемпе тӗл пулма, пӗр-пӗр ӗç пирки ушкăнпа шутлама ăнăçлă. Эрне варринче тахçанхи ӗмӗт пурнӑçланма пултарать. Канмалли кунсене туссемпе ирттерӗр. ТУ КАЧАКИ Вăрахлăха тăсăлакан плансене тимлӗх уйӑрӑр. Çирӗп тӑни тахçанхи ӗçе вӗçлеме пулӑшать, анчах кану пирки те ан манӑр. Пӗлӗшрен кӗтмен сӗнӳ илме пултаратӑр. 

ШЫВТĂКАН Сирте креативлӑх çӳллӗ шайра халӗ. Хӑвӑрӑн туйӑмӑрсем çинчен уççӑн, вăтанмасăр калӑр. Укçа-тенкӗре мӗн-мӗн çине тӑкакланине  ревизи тӑвӑр. Спортпа аппаланӑр – ку кӑмӑла çӗклӗ. ПУЛĂСЕМ Ӗçре хӑвӑрӑн шалти туйăмăра итлӗр. Мӑшӑрӑра мӗн кирлине ла­йăхрах тимлӗр. Ӗç нихăçан та пӗтмест, çавăнпа та канма, вӑй пухма вӑхӑт тата май тупăр. Укçа-тенкӗпе асӑрхануллӑрах пулӑр, кирлӗ маршăн ан тустарăр.


гороскоп

Нет комментариев