Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк педагогсене хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗ программăсем ӗçлеççӗ

Тутарстанра 77 пин ытла педагог ӗçлет. Вӗсенчен 37 пин ытларахăшӗ шкулсенче тăрăшать, 20 пине яхăн – ача сачӗсенче, 8 пин ытла – хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче, 11,9 пинӗ – аслă тата вăтам профессиллӗ пӗлӳ паракан организацисенче.

Учителя родных языков на конкурсе

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен Тутарстан Республикин Раисӗ ырланипе тата тӗрев панипе вӗрентекенсем çитменнипе çыхăннă проблемăна татаса парас, çамрăксене республикăра ӗçлеме хăварас тӗллевпе çамрăк педагогсене ӗç укçи çумне 10 пин тенкӗ хушса тӳлеме йышăннă. Ăна ача садӗнче, шкулта, тăлăх ачасемпе çыхăннă организацисенче, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче, колледжсемпе техникумсенче ӗçлекен çамрăк педагогсене тӳлеççӗ.

Çавăн пекех вӗрентекенсене конкурс майӗпе пурăнмалли вырăн тара илнӗшӗн уйăхсерен 20 пин тенкӗ (300 çын валли), çурт-йӗр туянмалли сертификат (350 çын валли) парса хавхалантараççӗ.

Кăçал çавăн пекех çак çӗнӗ тӳлевсем те хута кайнă:

«Наш новый профессионал» (СПО)  – 10 пин тенкӗ (100 çын);

«Наш новый воспитатель» – 10 пин тенкӗ (300 çын);

«Наш новый педагог ДОД» – 10 пин тенкӗ (80 çын);

«Наш новый учитель» – 10 пин тенкӗ (500 çын).

Ку тӗллевсене пурнăçлама Тутарстан Республикин бюджетӗнчен 1 миллиард та 90 миллион тенкӗ уйăрнă. РФ Президенчӗ В.В.Путин пуçарнипе пурнăçланакан «Земский учитель» федераллă программа пулăшнипе пилӗк çул хушшинче ялсене ӗçлеме 77 педагога явăçтарнă. Çав шутран 48-шӗ урăх регионсенчен килнӗ. Вӗсем пурте пӗр хутчен парăнакан тӳлев – 1 миллион тенкӗ – илнӗ.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 


5 октября – День учителя

Нет комментариев