Паян Хусана республика районӗсемпе хулисенчен вӗрентекенсем пуçтарăнса килнӗ. Вӗсене Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗпе саламларӗ.
Паян Хусана республика районӗсемпе хулисенчен вӗрентекенсем пуçтарăнса килнӗ. Вӗсене Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗпе саламларӗ. Мероприяти Уникаллă пултарулăх центрӗнче иртрӗ, пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби. Рустам Минниханов педагогсене професси уявӗпе саламласа Учитель кунӗ тивӗçлипе пӗтӗм халӑхшăн пысăк праçник пулнине палӑртрӗ.

«Сире çак çӑмӑл мар, анчах çав тери кирлӗ те пархатарлӑ ӗçӗршӗн тав тӑватӑп. Эсир хӑвӑрӑн вӑя, пултарулӑха, энергие чи кирлӗ миссие – çитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине – паратӑр. Эпир халӗ пысӑк улшӑнусен тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Технологисем, пӗлӳ илмелли мелсем улшӑнаççӗ. Анчах учитель пӗлтерӗшӗ кăна улшӑнмасть. Учителӗн чӗрӗ сӑмахне, унӑн ӑс-тăнӗпе чун ӑшшине чи лайӑх машина та улӑштарма пултараймасть», – палӑртрӗ Рустам Минниханов.
Кашни çитӗнӳре – педагогӑн ӗçӗ
Республика ертӳçи паянхи кун Тутарстанри вӗрентӳ тытӑмӗнче 77 пин ытла педагог вӑй хунине палӑртрӗ. Пирӗн вӗрентекенсемпе вӗренекенсем федераци тата тӗнче шайӗнче палӑрма пултарнă. Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче Тутарстанри шкул ачисенчен 269-шӗ Пӗтӗм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхӑрӗн çӗнтерӳçисемпе призерӗсем пулса тӑнӑ. Тутарстан ачисем математикӑпа, химипе тата киберхăрушсăрлăхпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусенче медальсем çӗнсе илнӗ. Выпускниксем те чи çӳллӗ шая кӑтартнă: ЕГЭпе 100 балл пухнисем – 470-ӗн, чылай предметпа вӑтам балсем Раççейри пӗтӗмӗшле балсенчен пысӑкрах.

«Кашни çитӗнӳре – педагогӑн ӗçӗ, чӑтӑмлӑхӗ тата вӑл ачана шанни тӗп вырăнта. Çакӑншӑн кашни вӗрентекене чунтан тав тăватăп. Педагогика ӗçӗн ветеранӗсене тата учительсен династийӗсене ӑслӑлӑхшӑн, опытшӑн тата профессие парӑннӑшӑн уйрӑмах пысăк тав», – терӗ Рустам Минниханов.
Раис Тутарстанăн вӗрентӳ тытӑмӗнче ӗçлекенсем валли тӗрлӗ пулӑшу мерисем пуррине те асăнса хăварчӗ. Çавсен шутӗнче çамрӑк специалистсене хушса тӳлесси, колледжсен çӗнӗ педагогӗсем, хушма пӗлӳ парассипе ӗçлекенсем тата воспитательсем валли грант пулăшăвӗпе çурт-йӗр сертификачӗсем.
Вӗрентекенӗн ӗçне халӑхăмăрăн историне яланлӑхах çырса хăвартăмăр
«Кӑçал юбилейлă çулталăк: Тутарстанра педагогикăн аслă пӗлӗвне йӗркеленӗренпе 150 çул, Республикӑри педагогика шкулне никӗслекенӗ – Мирза Исмагилович Махмутов çуралнӑранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Нумаях пулмасть учитель палӑкӗпе скверне уçрӑмӑр, Учитель çурчӗн творчество уçлăхне çӗнетрӗмӗр. Çапла майпа вӗрентекене хисеп тунине палăртрăмăр. Çапла вӗрентекенӗн ӗçне халӑхăмăрăн историне яланлӑхах çырса хăвартăмăр», – терӗ Рустам Минниханов. Çакăн хыççăн Республика Раисӗ Тутарстанăн вӗрентӳ сферинчи тава тивӗçлӗ ӗçченсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.
.jpg)
Вӗрентекенсене саламлакансен шутӗнче Раççейӗн çутӗç министрӗ Сергей Кравцов та пулчӗ. Хăнасемпе вăл видеоçыхăну майӗпе çыхăнчӗ. Министр хут хăш вӑхӑтра та вӗрентекен пӗлӳ тӗнчине ертсе кӗрекен, кӑмӑл-сипет ориентирӗсен управçи пулнине палăртрӗ.
«Эсир ачасене ӑс паратăр, вӗсенче вӗренес тата çӗннине пӗлес килнине вăрататăр, тата Тӑван çӗршыва юратма вӗрентетӗр. Çӗршывра наукăпа технологисен енӗпе пысăк кăтартусем тăвасси шăпах шкултан пуçланать те», – асăрхарӗ Çутӗç министерствин ертӳçи.
ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин республика ертӳлӗхне вӗрентӳ сферине пысăк тимлӗх уйăрнӑшӑн тав турӗ.
«Шкулта ӗçлесси – çӑмӑл ӗç мар. Çавӑнпа вӗрентекен профессийӗ вӑл – призвани. Республикӑра учительсем валли тӗрлӗ пулӑшу мерисем ӗçлеççӗ. «Физматпрорыв», «Физхимпрорыв» йышши çӗнӗ проектсем пурнӑçланаççӗ», – терӗ вăл Рустам Минниханова вӗрентӳ сферине ялан тимлӗхре тытнăшăн.
Шкулсене – çӗнӗ автобуссем
Çак кунах Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республикӑри вӗрентӳ организацийӗсен ертӳçисене 59 çӗнӗ шкул автобусӗ пачӗ. Чаплӑ церемони Уникаллă пултарулăх центрӗн площадкинче иртрӗ. Рустам Минниханов педагогсене професси уявӗпе саламларӗ.
«Паян Тутарстан Республикинчи вӗрентӗве аталантарассипе хамăр ӗçӗн ырă йӑлине малалла тӑсатпӑр. Пирӗн автопарк çӗнӗ, хӑтлӑ шкул автобусӗсемпе пуянланӗ», – хыпарларӗ республика ертӳçи.
.jpg)
Сăмах май, Тутарстанӑн вӗренӳ тытӑмӗн автопаркӗнче паяна 901 транспорт хатӗрӗ. Вӗсем 963 маршрутпа пурӗ 30 пине яхӑн вӗренекене турттараççӗ. «Паян эпир шкул маршручӗсем валли тепӗр 59 транспорт единици паратпӑр. Çӗнӗ автобуссем – ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерӗç, ашшӗ-амӑшне лӑпкӑлӑхпа. Шкула, унтан киле çитесси шанчӑклӑ пулни темрен те пӗлтерӗшлӗрех», – терӗ Рустам Минниханов.
Шкул автобусӗсемпе йышăннă правилăсене пăхăнса çӳремеллине, водителе пысăк та çӳллӗ шайри профессионалсене кăна илмеллине асăрхаттарчӗ. Вара Рустам Минниханов ТР вӗрентӳпе наука министрне Ильсур Хадиуллина шкул автобусӗсен сертификатне тыттарчӗ.
Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru тата Владимир Васильевăн («Татар-информ»).
Нет комментариев