News by tag - Сельское хозяйство
-
Ӗне тытнăшăн субсиди илме заявкăна июнӗн 14-мӗшӗччен памалла
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви сăвăнакан ӗне, качака тытнăшăн тăкакăн пӗр пайне саплаштарма субсиди памашкăн харпăр хуçалăхсенчен заявкăсене май уйăхӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 14-мӗшӗччен йышăнаççӗ. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кăçал иккӗмӗш тапхăр ку.
-
Ял-ял тăрăх сутса çӳрекенсенчен выльăх ан туян
Ящур, бруцёллез, оспа тата вак выльăхсен мурӗ пек хăрушă выльăх-чирлӗх чирӗсем енӗпе лару-тăру Раççейре, уйрăмах кăнтăрти регионсенче, пӗлтӗрхинчен лайăхланман. Сурăх-качака бруцёллезӗ, тӗслӗхрен, 41 регионта, çав шутра пирӗнпе кӳршӗллӗ Пушкăртстан Республикипе Самара, Оренбург облаçӗсенче те, палăрнă. Республика ветеринарӗсен паянхи тӗп задачи –ку чирсем республика территорине кӗресрен сыхланасси. Мӗншӗн тесен вӗсем экономикăна пысăк сиен кӳнисӗр пуçне çынсен сывлăхӗшӗн те хăрушă.
-
Тырă калчисене сивӗсем питех тивмен
Апрель шăрăхӗ хыççăн килнӗ сивӗсем республика хирӗсенчи калчасене питех сиен кӳмен. Хальлӗхе пӗтӗмӗшле лаптăкăн пӗр процентне кăна тепӗр хут акма тивет. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
-
Ăратлă выльăх туянма çулла Чăваш Ене кай
Ăратлă ӗне-выльăх сутакан Пӗтӗм Раççейри пӗрремӗш аукциона Чăваш Енре июлӗн 13-мӗшӗнче ирттерме хатӗрленеççӗ. Çӗршыври выльăх ӗрчетекенсем унта ăратлă пăрупа тына туянма пултарассине пӗлтерет ЧР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
-
Республикăра хир ӗçӗсем пуçланчӗç
Тутарстан иртнӗ эрнере çӗр ӗçӗсене пуçларӗ. Паянхи кун тӗлне 29 районăн техники кӗрхи тырă калчисене, нумай çул ӳсекен курăка сӳрелесе удобрени сапать, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
-
Çӗр ӗçченӗсем çураки ӗçӗсене пуçланă
Республикăри çӗр ӗçченӗсем çуракине тухнă. Хирсенче нумай çул ӳсекен курăксене, кӗрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарас ӗçсем пыраççӗ.
-
Выльăх тытакансене субсиди параççӗ
Сăвăнакан ӗне, качака тата лаша тытакан харпăр хуçалăхсене тăкакăн пӗр пайне саплаштармашкăн патшалăх субсиди парать. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви заявкăсене апрелӗн 5-19-мӗшӗсенче йышăнассине пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.
-
Çуркунне иртекен ял хуçалăх ярмăрккисем пуçланчӗç
Йăлана кĕнĕ ярмăрккăсем Хусанта 14, Çырчаллипе Ешӗлвар районĕнчи 2-шер, Анат Камăри 3 площадкăра иртеççĕ. Çавăн пекех вĕсене тĕрлĕ тапхăрта хăш-пĕр районсенче те ирттерме палăртнă.
-
Шупашкар çӗрулми фестивальне чӗнет
Февралӗн 29-мӗшӗнче, мартăн 1-мӗшӗнче ЧР тӗп хулинче Шупашкарта «Çӗрулми» фестиваль иртет
-
2023 çулта Тутарстан 289,2 миллиард тенкӗлӗх чӗртавар туса илнӗ
2023 çул ял хуçалăх ӗçченӗсемшӗн çăмăл килмерӗ пулсан та пӗтӗмӗшле чӗртавар туса илессипе республика Раççей регионӗсен хушшинче пиллӗкмӗш вырăн йышăннă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров январӗн 31-мӗшӗнче «Хусан-Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче иртнӗ коллегире пӗлтернӗ.
-
Тутарстана ютран çăмарта кӳмеççӗ
Тутарстана Белоруссирен, Турцирен, Азербайджанран пӗр çăмарта та кӳмен, мӗншӗн тесен республика хăй халăхне продукципе туллин тивӗçтерет. Çавăнпа Çӗнӗ çул вăхăтӗнче лавкка çӳлӗкӗсем те, склачӗсем те çăмартаран татăлман.
-
Лаша усракансене субсиди параççӗ
Заявкăсене ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 11-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
-
Тутарстанра каллех бруцеллёз
Хальхинче Атня районӗнчи «Тукаевский» хуçалăхра. Çулла Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи пӗр хуçалăхра палăрнăччӗ. Чире пула 5,4 пин пуç ӗне-выльăха пусма йышăннă. Ноябрӗн 24-мӗшӗнчен хуçалăха карантина хупнă. Кун çинчен ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн ертӳçи Алмаз Хисамутдинов «Бизнес онлайн» хаçата пӗлтернӗ.
-
Ешӗлвар районӗнче çӗнӗ элеватор строительствине пуçланă
Ешӗлвар районӗнчи Сӗве мультимодальлӗ логистика комплексӗнче çӗнӗ элеватор 122 пин тоннăна яхăн тырă упрама май парать. Пӗрремӗш парти тырра кунта 2024 çулта йышăнма хатӗрленеççӗ, 2025 çулта вара тулли хăватпа ӗçлеме палăртаççӗ.
-
Ял хуçалăх ярмарккисем декабрӗн 23-мӗшӗчченех ӗçлӗç
Ярмарккăсем иртнӗ 10 кунра Тутарстан фермерӗсем пурӗ 789 миллион тенкӗлӗх тавар сутнă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.