Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Телейлӗ çемье – çирӗп çӗршыв!

Хулаçырминчи Мокшинсем çемье конкурсӗнче

Тутарстан Республикин Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗ çулсерен «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» фестиваль йӗркелет. Мероприяти темиçе тапхăрпа иртет, малтан район, унтан зона, вара республика шайӗнче.

Февралӗн 20-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче те виçӗ çемье – Мокшинсем (Хулаçырми), Тазетдиновсем (Кивӗ Çӗпрел), Айнетдиновсем (Тутар Паснапуç) фестивалӗн муниципаллă тапхăрӗн конкурсне хутшăннă. 
Асăннă мероприяти ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗревӗпе иртет. Ăна ăрусен çыхăнăвне, çемье хутшăнăвӗсене çирӗплетес, çемье йăлисене упраса хăварас, тăван кӗтеспе йăх-несӗл патне интерес çуратас тата çитӗнекен ăрăва кăмăл-сипет тата эстетикăпа нравственность енӗпе воспитани парас тӗллевпе йӗркеленӗ. Муниципаллă тапхăр икӗ конкурсран тăнă. Пӗрремӗшӗ – çемье йăлисемпе хатӗрленӗ курав. Архив докуменчӗсемпе çемьешӗн чи хаклă япаласемсӗр пуçне унта наци апат-çимӗçӗ те хатӗрлемелле пулнă. Кашнин хăйне евӗр истори, шăпа. 
Иккӗмӗш конкурс – сцена пултарулăхӗ. Çемьесем литературăпа музыка композицине хатӗрлесе хăйсен йăх-тымарӗсемпе паллаштарнă. 
Жюри пӗтӗмлетӗвӗсемпе пӗрремӗш вырăна чăваш çемйи – Мокшинсем йышăннă.  Жюри йышӗ сумлă пулнă, çавсен шутӗнче  ТР Патшалăх архивӗн тата Культура институчӗн Искусствăсен аслă шкулӗ факультечӗн представителӗ, хореографи искусствин кафедра пуçлăхӗ  Ильвина Кадимова, Патшалăх архивӗн директор çумӗ, истори наукисен кандидачӗ Людмила Кузнецова, Культура институчӗн театрпа кино тата телевидени факультечӗн режиссурăпа театрализациленӗ представленисемпе уявсен кафедрин ертӳçи Арина Александрова пулчӗç. Тӗп жюри – Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн Искусствăсен аслă шкулӗн аслă преподавателӗ Александр Козлов. 
Конкурсантсем хăйсен çемйисем çинчен хăйне евӗр интереслӗ каласа пама тăрăшрӗç. Ламран-лама куçакан юрă-ташă, çемье йăлисемпе уявӗсем. Мăнаçланмалли кашнин пур.
 
Педагог династине 1000 çул!
Мокшинсем акă тивӗçлипе учительсен династийӗпе мăнаçланма пултараççӗ. Калама кăна вӗт – пӗрлехи стаж 1000(!) çула яхăн. 
Мокшинсен педагогика династийӗнче 5 ăру. 
Ырă йăла Василий Игнатьевич Мокшинран пуçланать. 1901 çулта Василий Мокшин ялти чиркӳ канашӗнче тăнă. Хулаçырминче Турă Курăннин чиркӗвне тӗпрен аркатнă хыççăн ялта 5 çынран тăракан Ӗçтăвком канашне йӗркелеççӗ. 1926 çулта Василий Игнатьевича хут ӗçне аван пӗлнӗрен казначее суйлаççӗ. Ял ачисене вӗрентнӗ май, вăл хăй ачисене те пӗлӳ парас тесе ӗмӗтленнӗ. Çакăншăн чунтан çуннă вӗрентекен. Ун ӗмӗчӗ мăнукӗсенче пурнăçланнă: Раиса, Николай, Дмитрий, Иван, Василий, Елена, Лидия, Александр мăн аслашшӗ-кукашшӗ пекех педагог профессине суйланă. Кӗçӗн мăнукӗсем – Раиса, Александр, Елена, Тамара, Николай, Юрий, Антонина, Лариса, Елена та династие малалла тăснă. Ырă йăла çирӗп тымар панăран-ши Василий Мокшинăн тăхăмӗсене мăшăрӗсем те  вӗрентекенсем çакланаççӗ тата. Кӗçӗн мăнукӗн Анатолий Мокшинăн мăшăрӗ Надежда (хӗр чухнехи хушамачӗ Гордеева) та Хусанти педуниверситетри физикăпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухса педагог ӗçне пуçăннă, паян ялти шкул директорӗнче тăрăшать. Тепӗр кӗçӗн мăнукӗ Лариса та, Хусанти педуниверситетăн филологи факультетӗнче вӗреннӗскер, мăшăрне Иван Копьева педагог ӗçӗпе «чирлетсе» янă пулмалла. Хусанти ветеринари академийӗнчен вӗренсе тухнăскер квалификацине улăштарса паян шкулта питӗ ăнăçлă ӗçлесе пырать. Вӗсен ывăлӗ Сергей Атăлçири Спортпа туризм тата физкультура академийӗнче вӗренекенскер династие малалла тăсасси пирки шутлать. 
Василий Мокшинăн пӗртăванӗсен 5 ачи те тата вӗсен 8 мăнукӗ вӗрентекен пулса Ульяновск, Пăва, Тольятти, Нагаткин поселокӗнче, Шупашкарта, Мускавра тата Санкт-Петербургра ӗçлеççӗ.  
 
Социализмла Ӗç Геройӗ
Василий Мокшинăн Александр мăнукӗ çинчен уйрăммăн каласа хăвармалла. Александр Федорович чăннипе  çемье мухтавӗ, ырă тӗслӗх пуриншӗн те. Вăл 1927 çулта çуралнă. Ялта çичӗ класлă шкула пӗтерсен çемйипе Куйбышев хулине куçса кайнă. 1944 – 1951 çулсенче Тинӗс çар флотӗнче хӗсметре тăнă. Таврăнсан Рязаньти нефть тирпейлекен заводра ӗçлеме вырнаçать. 1971 çулта саккăрмӗш пилӗкçуллăхăн планӗсене ăнăçлă пурнăçланăшăн Социализмла Ӗç Геройӗ ят парса чысланă. Кӗçех КПСС XXV съездне делегат пулса хутшăнать. Вăл вăхăтра ку питӗ пысăк пулăм, çитӗнӳсене тивӗçлипе хаклани шутланнă. Тивӗçлӗ канăва тухсан та заводри парти организацийӗн секретарӗнче тăрăшнă. 10 çула яхăн КПСС горкомӗн пайташӗ шутланнă. Мӗн виличчен (1997 çулта) хăйӗн тăван ялӗпе, тăван шкулпа çыхăну тытнă. Профессипе вӗрентекен пулмасан та  тăванӗсемшӗн ӗмӗрлӗхех пурнăç учителӗ пулса юлнă. Ун сăнне паян Çӗпрел районӗнчи Паттăрсен аллейинче курма пулать. Хӗрӗсем вара Наталья та, Надежда та мăн аслашшӗ пекех вӗрентекен çулне суйланă. Наталья Рязаньти педагогика колледжӗн вӗрентекенӗ, Надежда искусствăсен шкулӗнче хореографи преподавателӗ пулса ӗçлеççӗ.
 
Мокшинсем
Мокшинсенчен тухнă вӗрентекенсенчен нумайăшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем. 1916 çулта çуралнă Василий Григорьевич учителе Хурăнварти шкултан вӗренсе тухать. Тӗрлӗ вăхăтсенче Çӗнӗ Упире, Хулаçырминче, Чăваш Çӗпрелӗнче ӗçлеме тӳр килет ăна. Икӗ вăрçă вучӗ витӗр тухать, малтанласа Финн вăрçине, унтан Аслă вăрçа хутшăнать. Фронтран таврăнсан Пăва районӗнчи Мăкăр ялӗнчи шкула вырнаçать, директор пулса ӗçлет. Çемйипе Хусанта пурăнать. Шел, ӗмӗрӗ кӗске пулнă унăн, вăрçă суранӗсем пурăнас кунсене вăхăтсăр татнă. 1954 çулта пурнăçран ӗмӗрлӗхе уйрăлать.  
Мария Григорьевна Мокшинсен кинӗ пулать. Вăл 1922 çулхи,    Çӗпрелӗнчи Тăваньелӗнче çуралнă. Хурăнвар шкулӗнче вӗренсе тухнă. Вӗрентекен ӗçне Хулаçырминчи шкулта пуçланă. 1942 çулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче ăна фронта кайма ят тухать. Вăл Тӗп фронтăн зенитпа артиллери полкӗн 136-мӗш уйрăмӗ шутӗнче тăшмана хирӗç кӗрешет. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тунă çитӗнӳсемшӗн Мария Григорьевнăна «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медальпе наградăланă. Вăрçăран таврăнсан Теччӗри педагогика училищинчен вӗренсе тухнă. 1948 çулта Николай Дмитриевич Мокшина качча тухнă. Мăшăрӗпе 5 ача çуратса ӳстернӗ. 
Ульяновск хулинчи И.Я.Яковлев шкулӗнчен вӗренсе тухнисем те пур Мокшинсен çемйинче, пӗрре кăна та мар. Лидия Григорьевна 1937 çулта Хулаçырминчи вăтам шкултан вӗренсе тухсан Ульяновскри  педагогика училищине вӗренме кӗрет. Алла диплом илсен пӗр вăхăт (1941 ç.) Ульяновск облаçӗнчи Майна районӗнчи пӗр ялта ӗçлет. Тăван ялне тунсăхланипе-и хăйне Хулаçырмине яма заявлени çырса парать. 1942 çултан тытăнса вăрçă пӗтичченех Хулаçырминче ӗçлет. Шел, ӗмӗрӗ кӗске пулать, качча тухнă хыççăн Хусана куçса килсен нумай та пурăнаймасть, вилсе каять. Вăл пурӗ те 23-ре кăна пулнă. 
Александра Ивановна (1926 – 2006) И.Я.Яковлев шкулӗнчен 1950 çулта вӗренсе тухнă. 1958 çултан пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен тăван ялти шкулта кӗçӗн классен вӗрентекенӗнче ӗçленӗ. Тӗслӗхлӗ ӗçленӗшӗн ăна «Ӗçре палăрнăшăн», «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче кăтартуллă ӗçленӗшӗн» медальсемпе наградăланă. Мăшăрӗпе Николай Назаровичпа 7 ача пăхса ӳстернӗ.  
Раиса Дмитриевна вара Мокшинсен хушшинче чи вăрăм ӗмӗрлисенчен пӗри. 1918 çулта çуралнăскер 102 çула пурăнса çитнӗ. Аксури педучилищӗрен вӗренсе тухсан 1940 çулта тăван яла таврăннă, кӗçӗн классене вӗрентме пуçланă. 30 çул унăн педагогика стажӗ. Хăй пурнăçне вăрçă ветеранӗпе, Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗçнӗ Николай   Васильевич Афакинпа çыхăнтарнă. Раиса Дмитриевнăна ӗçне кура «Ӗçре палăрнăшăн»,  «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче кăтартуллă ӗçленӗшӗн» медальсемпе чысланă.
Николай Алексеевич вăрçă пуçланнă çул (1941) çуралнă. Малтан Пăвара ветеринари училищинче, унтан Ульяновскри ял хуçалăх академийӗнче вӗреннӗ. Анчах кӗçӗн шăллӗсем çар ӗçне суйласа илсен унăн пӗччен юлнă амăшӗ патне таврăнма тивет. Тăван колхозра ветеринарта ӗçлет, унтан шкулта 10 çула яхăн выльăх-чӗрлӗх пăхас ӗçе вӗрентет. Ялта кăна мар, районӗпе хисеплӗ çын пулнă вăл. Хӗрӗсем Антонидăпа Лариса ашшӗне кура вӗрентекен профессине суйланă.   
Федор Алексеевич Мокшин (1925 – 2002) ятне вара паян кунччен ял-йыш ырăпа асăнать, тав тăвать. Мӗн чухлӗ çынна хытă чирлесе каясран е хăрушăрах инкекрен çăлса хăварман-ши фельдшер-фронтовик? Шучӗ çук. Вăрçă пуçланнипе вăл Ульяновскри медицина училищинчен экстернлă майпа вӗренсе тухать. 1942 çулта çар фельдшерӗ пулса фронта тухса каять, Ленинград облаçӗнчи Тихвин хулинчи эвакогоспитальте ӗçлет, медицина службин лейтенанчӗ ята тивӗçет. Экстремаллă лару-тăрура вăл пуян опыт пухать, нумай салтак пурнăçне упраса хăварать. 1947 çулта демобилизациленнӗ те тăван района таврăннă, пӗр хушă Çӗпрел районӗн санэпидемстанцийӗнче ӗçлет. 1953 çултан пуçласа 1989 çулччен Хулаçырминчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗнче тăрăшать. 
Хулаçырми вăтам шкулӗн директорӗнче 1997 – 2017 çулсенче вăй хунă  Юрий Александрович Новый  та амăшӗ енчен Мокшинсен йăхӗнчен. Амăшӗ – Вера Васильевна Мокшина. Кăтартуллă ӗçленӗшӗн нумай наградăна илме тивӗçнӗ. Çав шутра ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Тав хучӗ, «Татарстан – Новый век» обществăлла юхăмăн дипломӗ тата ыттисем. 
Ку списока малалла та тăсма пулать. Мокшин-педагогсен кашнин пурнăçӗ хăйне кура уйрăм интереслӗ истори, ырă тӗслӗх. 
Василий Игнатьевичăн пилӗ вăйлă пулнă куран. Мокшинсен педагог династийӗ паян кунччен тăсăлать. Маларах çырнăччӗ, ун тăхăмӗсен мăшăрӗсем те, юри шутласа кăлараймăн, вӗрентекенсем çакланаççӗ тата. 
 
Туслă йышпа
 
«Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» фестивале Мокшинсем Хулаçырми вăтам шкулӗн директорӗн Надежда Федоровнăн пуçарăвӗпе хутшăннă. Йышлă йăха пӗр çӗре пуçтарăнма сăлтав тупăнни те паха. Вӗсем паян тӗрлӗ ял-хулара сапаланса пурăнаççӗ. Надеждăпа Анатолий Мокшинсем, Ларисăпа (Мокшина) Иван Копьевсем Хулаçырминче, Антонидăпа (Мокшина) Сергей Сулагаевсем Ульяновск хулинче, вӗсен иккӗмӗш сыпăкри тăванӗсем Самара, Тольятти, Волгоград хулисенче пурăнаççӗ. Мероприятие мăшăрсен ачисем Ярослав Мокшин, Сергейпе Ольга Копьевсем хутшăннă. Жюрие йышлă çемьен историйӗ тыткăнланă. Паркаланса ӳсет Мокшинсен йăх йывăççи. 
Фестивале хатӗрленӗ çӗре ялти тусӗсем те самай пулăшнă. Нумай çулсем Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗнче вăй хунă Сергей Салифанов, Аленăпа Аделина Исхаковсем те айккине пăрăнса юлман. Кӳршисемпе туслă пурăнаççӗ те пулăшас тенӗ. 
 (Сăнӳкерчӗксем Мокшинсен çемье архивӗнче тата chuprale-online.ru сайтран).  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество