Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

50 çул пӗрле пурăннă ятпа саламлатпăр

Мӑнукăрсем куç тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӗр ялан савӑнӑçпа ялкӑштӑр, çӗр çинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни сирӗнпе пӗр çулпа утчăр

Пăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан юратнă аттепе аннен Геннадий Ивановичпа Александра Васильевна АЛЕКСАНДРОВСЕН октябрӗн 18-мӗшӗнче ылтăн туй пулчӗ. 50 çул пӗрле пурăннă ятпа саламлатпăр сире, килӗшӳллӗн тапайтăр ялан ик чӗре. Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан, ватлăх тартăр сиртен аякран аякка. Сывлӑхăр чӑваш юманӗ пек çирӗп, ӗмӗрӗр аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас çулăр такӑр, вӗçес пӗлӗтӗр уяр пултӑр. Мӑнукăрсем куç тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӗр ялан савӑнӑçпа ялкӑштӑр, çӗр çинчи мӗн пур таси, ырри, телей кӳрекенни сирӗнпе пӗр çулпа утчăр. Эсир лартнă пӳрт ăшши ан сӳнтӗр, атте лартнă йывăçсем ан хăрччăр, Александровсем çуралсах пыччăр. Йывăр вăхăтсене пăхмасăр эсир пире ӳстернӗ, пурнăçра телей пилленӗ, ăс парса ырра вӗрентнӗ, çунатсем парса вӗçтернӗ! Тавтапуç сире, атте-анне!
Ачăрсем, мăнукăрсем тата кӗçӗн мăнукăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев