Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Алексей Трофимов академикран илнӗ юлашки интервью

Çамрăксене манран пил: Мускава, Санкт-Петербурга вӗренме кайăр, пухнă пӗлӳпе, тунă çитӗнӳсемпе лăпланса ан ларăр

​Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнӗ май унăн çул-йӗрне кунта ӗмӗрӗпех чунтан парăнса ӗçленӗ ăсчахăмăр пултарулăхӗ витӗр лайăхрах çутатас тӗллевпе Алексей Александрович Трофимовпа калаçма шутларăм. Шел те, çак интервьюна пичете хатӗрленӗ вăхăтра, сентябрӗн 17-мӗшӗнче, вăл пиртен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Çӗр çинче 85 çул пурăнса паллă ăсчахăмăр чăваш наукишӗн капашсăр пысăк ӗçсем пурнăçларӗ, пурăннă пулсан татах та çӗнӗрен те çӗнӗ çитӗнӳсем тунă пулӗччӗ. Пуçа таятпăр унăн хавалӗ умӗнче, унăн юлашки сăмахӗсене ăша хыватпăр, пилне йышăнатпăр…

Тӗлӗнмелле ăслă, хăйӗн ӗмӗрӗнче нумай пархатарлă ӗç тунă ентешӗмӗртен илнӗ юлашки интервьюпа сире те паллашма сӗнетпӗр, хаклă вулакансем.

– Искусствăна юратасси çынпа пӗрлех çуралать теççӗ. Алексей​ Александрович, хăш вырăнти уй-хир Сире сăпка çакса ӳстернӗ?​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
– Эпӗ 1935 çулхи январӗн 28-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районӗнчи Тури Чăваш Киремет ялӗнче çуралнă. Сăпки хуп сăпках пулнă ӗнтӗ. Анне, Александра Григорьевна, ачисене сăпка сиктернӗ майăн тӗрӗ тӗрлесе ларма юратнă, ăста тӗрӗç пулнă, колхозница. Атте те, Александр Леонтьевич, ал ӗç ăсти пулнă, колхозник, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнӗ. ​
– Йывăç тымарпа, çын вара йăхпа хăватлă. Хăвăрăн йăх-тымарпа паллаштарăр-ха, тархасшăн.
– Аттен аслашшӗсем Садуксем пулнă. Садук икӗ арман – çилпе шыв арманӗсем – тытнă, виçӗ ывăл пулнă унăн. Садука раскулачить тăваççӗ тесе манăн аттепе анне Çӗпӗре тухса тарнă. Унта вӗсен икӗ ача çуралнă: Микулайпа Элекçей. Çав вăхăталла йӗри-тавра тиф алхасма пуçланă. Чир-чӗртен тарса вӗсем каялла тăван яла таврăнма шут тытнă. Микулайпа Улюша, çав тифран сыхлас тесе пулӗ, тикӗт сӗрнӗ пичкесем çине лартса таврăнаççӗ, анчах та çакă инкекрен пулăшаймасть. Икӗ ывăлӗ те чирлесе çӗре кӗнӗ. Аттепе аннешӗн ку калама çук пысăк хуйхă пулнă. Чăваш çӗрне, тăван яла таврăнсан вӗсен икӗ ача çуралнă. Ывăлӗсене çав тери юратнăскерсем, эпӗ çут тӗнчене килсен мана та Улюш ятлах хунă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан аттене фронта илсе кайнă, вăл 1942 çулта пӗр çапăçура пуç хунă.
– Алексей Александрович, ӳнер тӗнчине Сирӗн сукмак мӗнле хывăннă?
– Пирӗн ялти хӗрарăмсем, анне те вӗсемпе пӗрлех, час-часах пӗрле пухăнса Пӳлере çӳретчӗç. Эпӗ пӗчӗккӗччӗ, шурă кӗпеллӗ хӗрарăмсен хыçӗнчен çарран чупса пыраттăм. 27 çухрăм утаттăмăрччӗ. Пăлхар хули те инçе мар. Аннесем унта Валем хуçана киремет вырăнне чӳк тума çӳретчӗç. Унта, Хӗр тăвӗ çинче, юман ӳсетчӗ. Çавăнта хӗрарăмсем автан, чăх, сурăх пусса чӳк тăватчӗç… Çав илемлӗх, атте-анне панă сăнсем, Пӳлере çӳрени чуна вăй парса тăнă, витӗм кӳнӗ, ăса çирӗплетнӗ... Çитӗнсен эпӗ салтака кайрăм, Германире виçӗ çул вольнослужащи пулса художникра ӗçлерӗм. Час-часах Дрезденри картинăсен галерейине экскурсие кайса çӳреттӗм, ренессанс художникӗсен Леонардо да Винчин, Тицианăн, Микеланджелăн, тӗнчипе паллă ытти ăстасен ӗçӗсене курса киленеттӗм. Эпӗ тăван киле пырса кӗнӗ çӗре мачча кашти кăмака çине хуçăлса аннăччӗ ӗнтӗ...​ Художник ӗçӗшӗн салтакра аван тӳлерӗç те, яла таврăнсан эпӗ вăл укçа-тенкӗпе çурт лартрăм.
– Эсир нумай тӗпчев ӗçӗ çырнă, вӗсене хатӗрлес тесен ырми-канми ӗçлемелле вӗт-ха…
– 1969 çулта эпӗ институтра ӗçлеме пуçларăм. Çапла, малтан экспедицисене кайнă. Аякра пурăнакан чăвашсем патӗнче – Чӗмпӗр,​ Тутарстан, Саратов, Самар, Оренбург, Çӗпӗр хутлăхӗсенче – çӳренӗ, тӗне кӗмен чăвашсен культурине, пӗчӗк скульптурисене тӗпченӗ, масарсем çинче пин-пин палăка тытса пăхнă. Пушкăрт, Тутарстан​ Республикисенчи тӗне кӗмен чăвашсем, ирçе-çармăссем тата мордвасемпе удмуртсем патӗнче наукăпа практика экспедицийӗсем ирттертӗмӗр. Атăлçи, Урал çумӗнчи, Кама (Шур Атăл) леш енчи тăрăхсенче йывăç, чул, тăм тата пăхăр пластинăсен пин-пин артефакчӗсене тишкерсе Вăтам Азири, Кăнтăр Çӗпӗрти, Хура тинӗс хӗрринчи чăвашсен тата пӗр типлă йăхсен пластика искусствин палăкӗсене танлаштартăмăр.
– Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул çитрӗ. Сирӗн пурнăçра вăл мӗнле вырăн йышăнать?
– Паллах, чи пысăк вырăн. Манăн ӗмӗр çак институтра иртрӗ. Хамăн пурнăçа эпӗ чăваш наукине халалларăм. Институтра эп малтанах ăслăлăхăн кӗçӗн ӗçченӗ (1969 – 1974), ăслăлăхăн аслă ӗçченӗ (1974 – 1983), искусство пайӗн ертӳçи (1983 – 1996), институт директорӗ (1996 – 2002), 2002 çултан ӳнер пӗлӗвӗн пайӗн ăслăлăхăн тӗп ӗçченӗ пулса тăрăшрăм.
Хавхаланса, çӗкленӳллӗ чунпа, малтан-малалла талпăнса ӗçленӗ, институтран, ӗçтешсенчен халӗ те уйрăлас килмест. Пӗр ӳкӗнӳ те çук. Наука туртине пӗрле кӳлӗннӗ ăсчахсене пурне те ырă сунса тăратăп. Çамрăксене манран пил: Мускава, Санкт-Петербурга вӗренме кайăр, пухнă пӗлӳпе, тунă çитӗнӳсемпе лăпланса ан ларăр.​ Археологсене, историксене калатăп: Пăлхар çӗрне, чăваш историне ытларах тӗпчемелле! Тутар ученăйӗсем тӗпчеççӗ авă. Пирӗн те çине тăмалла. Наука ӗçӗ чун варринче пулмалла.
– Эсир чун панă палăксем чăваш тӗнчин хăш кӗтессинче упранаççӗ?
– Шупашкар районӗнче апаш археологи культурине тата ăна тӗпченӗ В.Ф.Смолин ученăя халалласа палăк-монумент лартрăмăр (В.Нагорновпа пӗрле). Тепӗр палăк – Заливри чăваш амăшне халалланă «Анне-Пирӗшти»​ монумент (2003). Ăна пысăк йышпа ăсталанă. Эпӗ автор тата консультант пулса хатӗрленӗ тепӗр палăка – И.Я.Яковлев палăкне – Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялӗнче лартнă (скульпторӗ – В.Нагорнов). 2000 çулта Шупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ умӗнче пăхăртан тунă Н.Я.Бичурин палăкне лартрăмăр. Унăн авторӗсем Л.Тихонов скульптор тата эпӗ – архитектор. Институтăн шалти дизайнне те (пусма карлăкӗсем, колоннăсем) эпӗ проектланă. ​
–​ Мӗнле ӗмӗт канăç памасть Сире паян? Малашлăх пирки мӗн шухăшлатăр?
– Паянхи кун чи пысăк ӗмӗт манăн – чăвашсен авалхи иккӗмӗш тӗп хулине (Пăлхар патшалăхӗнчен куçса килсен йӗркеленӗ (X – XII ӗмӗрсем) Тикеш хулине (халӗ вăл Патăрьел районне кӗрекен Тикеш ялӗ) çӗклесе музей комплексӗ тăвасси. 1927 çулта кунта Ленинградран П.П.Ефименко ертсе пыракан Вăтам Атăл археологи экспедицийӗ килсе çитнӗ, тӗпчев ӗçӗсем ирттернӗ. 1956 çулта Чăваш археологи экспедицийӗ йӗркеленсен ку вырăна çине-çинех тӗпчеме пуçланă. Г.А.Федоров-Давыдов кунта икӗ пысăк чӳк вырăнӗ тупса палăртнă. Тикешри сăваплă çак вырăнпа Киремет картисене танлаштарсан ученăйсем çакăн пек пӗтӗмлетӳ тунă: чăвашсен Киремечӗ – ислам тӗнне йышăничченхи пăлхарсен йăли-йӗркипе çыхăннă. Г.А.Федоров-Давыдов кунта чăвашсен Вырăх ертсе килнӗ ушкăнӗ çитсе вырнаçнă тесе шутланă.
Эпӗ​ Тикеше нумай хутчен кайса çӳренӗ. Пирӗн археологсем пӗлтӗр Тикешре экспедици ӗçӗсем ирттерчӗç. Ку аван, анчах та пуçланă ӗçе малалла тăсмалла – музей комплексӗ йӗркелес пулать, реконструкци тумалла: малтанхи пекех карта тытмалла, пуççапмалли сăваплă вырăнсене çӗнӗрен йӗркелемелле, çăлкуçа тасатса тирпейлемелле, чул-кирпӗчрен çав сăваплă вырăнсене майламалла.
Тикеш комплексӗ – федераллă пӗлтерӗшлӗ археологи палăкӗ, патшалăх упракан пирӗн истори еткерлӗхӗ. Вăл чи пысăк музейсенчен пӗри пулса тăмалла. Унти сăваплă вырăнсем чăвашсен палăк тăвас ăсталăхӗпе (зодчествипе) çыхăннă. Ку – паянхи кун пирӗн умра тăракан пысăк ӗç. Ăна пӗр тăхтаса тăмасăр пуçламалла, программа йӗркелемелле, спонсорсем тупмалла. Ӗçӗ çăмăл мар, анчах та чăваш халăхӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ истори палăкне çӗклемеллех тесе шутлатăп.
Мана канăç паман тепӗр ыйту вăл – чăвашсен авалхи тӗп Уявне çӗнӗрен чӗртсе тăратасси. Анатри чăвашсем, Тутарстанра пурăнакан чăвашсем кăтартуллă Уяв вăййисене йӗркелеççӗ-ха, анчах та халăхра вăл ӗлӗкхи пек анлă сарăлман, сӳнсе пырать. Ӗлӗк еплеччӗ-ха? Уява ăсатнă чухне ятарласа вăрмана каятчӗç, вут хурса карталанса çаврăнатчӗç те икшерӗн-икшерӗн тухса каятчӗç. Уяв йăлине çӗнӗрен чӗртсе тăратмалла.
– Авалхи чăваш йăли-йӗркисене Эсир питӗ нумай тӗпченӗ, уйрăмах аякри чăвашсенне. Мӗнле тӗлӗнмелле йăласем упранаççӗ унта, каласа памăр-и?
Чăваш хăй туррисене турăш пек мар, кӗлетке пек тăвать, килте, хирте, вăрманта упрать. Самар облаçӗнчи Ухинкел ялӗ тӗне кӗмен чăвашсен тӗп вырăнӗ пек шутланатчӗ. Унта икӗ мăчавар пурăнатчӗ, килӗсенче çав кӗлеткесене упратчӗç. Вӗсемпе тӗл пулса калаçнă, ыйтса-тӗпчесе пӗлнӗ.
Пушкăртстан, Тутарстан Республикисенчи тӗне кӗмен чăвашсем, ирçе-мăкшăсем тата удмуртсем патӗнче наукăпа практика экспедицийӗсем ирттертӗмӗр. Пӗтӗмӗшле каласан вара, Атăлçи, Урал çумӗнчи, Кама (Шур Атăл) леш енчи тăрăхсенче йывăç, чул, тăм тата пăхăр пластинăсен пин-пин артефактне тишкерсе Вăтам Азири, Кăнтăр Çӗпӗрти, Хура тинӗс хӗрринчи чăвашсен тата пӗр типлă йăхсен пластика искусствин палăкӗсене танлаштартăмăр.
Уша юпи кашни килтех пулнă. Ун çине çын вилсессӗн каçхи çурта çутнă. Вилене илсе тухса кайичченех çурта çуннă. Ăна çурçӗр варринче усалсем тапăннă. Чăвашсем тупăк умӗнче çывăрмаççӗ. Çурта усал вăя сирме пулăшать. Уша хăйӗн тивӗçне хӗвеле парса хăварать. Уша çăлтăр ытларах юпа уйăхӗнче курăнать. «Зороастризм: суваро-болгарская и чувашская народная культура» кӗнекере эпӗ Уша çăлтăр çинчен те çырнăччӗ... ​

Людмила САЧКОВА калаçнă.
Сăнӳкерчӗк ЧПГĂИ архивӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев