Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

АННА МАРКОВĂНА ЮБИЛЕЙ ЯЧĔПЕ

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Анна Васильевна МАРКОВА августăн 18-мӗшӗнче 45 çул тултарать. Хаклă та юратнă кине, мăшăра, аннене, инкене, хӗре, аккана юбилей ячӗпе саламлатпăр! Чи кирли çирӗп сывлăх, тапса тăракан вăй-хал, тулли телей, ăнăçу сунатпăр. Утас çулу такăр пултăр, сӗтелӳ çăкăр-тăвартан, кӗрекӳ çывăх çыннусенчен ан татăлтăр. Мӗн шухăшлани пурнăçланса пытăр.

Пурнăç пултăр сан аван,

Нихăçан та ан кулян.

Сывлăху пулсассăн çирӗп

Пуринчен те эс пуян.

Ылтăн çыннăмăр эс пирӗн – 

Савăнатпăр эс пуртан. 

Юбилей саламӗ йышăн

Пирӗнтен чунтан-вартан.

Юратса саламлаканӗсем чи çывăх тăванӗсем – Марковсем, Петровсем, Кузнецовсем, Анциферовсем, Ивановсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей