Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен – çурхи призыв

Раççейре çурхи призыв яланхи пекех апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланса 106 куна тăсăлать. Урăхла каласан, июлӗн 15-мӗшӗччен пырать. Чăн та, çурçӗрти регионсенче вăл апрелӗн 1-мӗшӗнчен мар, май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать. Тутарстанра призыв комиссине ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бургановпа ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков кӗнӗ. Кун çинчен указа ТР Премьер-министрӗ Алексей...

Раççейре çурхи призыв яланхи пекех апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланса 106 куна тăсăлать. Урăхла каласан, июлӗн 15-мӗшӗччен пырать. Чăн та, çурçӗрти регионсенче вăл апрелӗн 1-мӗшӗнчен мар, май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать.

Тутарстанра призыв комиссине ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бургановпа ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марат Садыков кӗнӗ. Кун çинчен указа ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пусса çирӗплетнӗ.

Ял хуçалăхӗнче ӗçлекен çул çитнӗ каччăсен çуркунне пăшăрханмалли çук, законпа килӗшӳллӗн, çӗр ӗçченне çураки пӗтмесӗр тытма юрамасть. Çавăнпа ял хуçалăхӗнче ӗçлекен каччăсемшӗн салтак юрри кӗркунне янăрать. Призыв каникулӗсем çаплах педагогсем валли те пур. Вӗсене вара çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçлансан чăрмантармаççӗ. Çавăнпа ӗçлекен педагогсем çурхи призыва кăна лекеççӗ.

Тӗпрен илсен, кăçалхи призывра çӗнӗлӗхсем питех çук. Каччăсем пӗр çулталăк хӗсмет иртеççӗ. Чăн та, салтак службине 1,8 çула, призывникăн ӳсӗм çулне 30 çула çитиччен тăсасси пирки РФ Çар вăйӗсен генштабӗн пӗр ларăвӗнче сӳтсе явнă, анчах ăна закон проекчӗ пек йӗркелемен, мӗншӗн тесен вăл çара çӗнетес политикăна хирӗçлет. Çавăнпа, каччăсем, çар службин срокӗ хальлӗхе улшăнмасть.

Салтак пурнăçне вара сисӗнмеллех лайăхлатӗç. Кашни салтака несессер-сумкăпа тивӗçтереççӗ. Унта хырăнмалли тата косметика хатӗрӗсен тулли наборӗ пулать. Кунсăр пуçне салтакăн кун йӗркине выртса канмалли вăхăт кӗртеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев